«Чăваш хĕрарăмĕ» 22 (1097) № 15.06.2019
* Тĕлĕнмелле пурнăç… Радио- телекурав çук. Хаçат-журнал асăрхамарăм. Кунĕпе йывăр ĕçре. Каçсерен е пушă вăхăтра мĕн тăваççĕ кунта? Пирĕн патри пек пултарулăх е фольклор ушкăнĕсем пур-ши? Спектакль кăтартаççĕ-и? Çук иккен нимĕн те. Уявсенче тăвансемпе, кÿршĕсемпе пухăнса кăвар çинче çавăркаласа тăрса сысна çури ăшалаççĕ. Сăмакун хатĕрлеççĕ-тĕр. Çитрĕ савăнăç.
(Сывă-и, океан? Рита АРТИ)