Комментировать

10 Июн, 2019

«Чăваш хĕрарăмĕ» 21 (1096) № 08.06.2019

* Чăваш Енри бодибилдинг федерацийĕн президенчĕ Людмила Никитина спортăн ку тĕсĕ шăпах хĕрарăмсем валли текен шухăша та палăртать. Мĕншĕн-ха? Ара, вăл чиперуксене илĕртÿллĕ кĕлетке йĕркелеме пулăшать.

— Сăмахран, пĕрин купарчине чăмăртарах тăвас килет — ятарлă хусканусемпе çак вырăнти тĕртĕмсене ÿстерме, çирĕплетме пулать. Чылайăшĕ çинçе пилĕклĕ пуласшăн. Ытлашши виçене те чакарма май пур, — палăртрĕ Людмила телефонпа çыхăннă май (Сывă пурнăç йĕрки тата илем… Татьяна НАУМОВА)

* «Анатолий Валентинович пирĕншĕн Турă вырăнĕнче, — терĕ пĕр кинемей Турханти пĕтĕмĕшле практика уйрăмĕнчен тухнă май. — Унсăрăн эпир тахçанах леш тĕнчене ăсанмалла».
Анатолий Кольцов тухтăр пирки ку тăрăхра ырласа калаçаççĕ. Ахальтен мар ун патне сывалма таврари ялсенчен те килсе çÿреççĕ. Унпа курнăçнă май ял çынни ытларах мĕнле чирсемпе аптăрани кăсăклантарчĕ мана. «Юлашки вăхăтра ял халăхне юн пусăмĕ виçерен ытлашши ÿсни, сахăр чирĕ, ал-ура сыпписем ыратни нушалантарать, — терĕ вăл. — Унсăр пуçне йывăр йăтнăран пÿсĕр тухать. Юн пусăмĕ ытларах ирхине 3-5 сехетсенче ÿсет. Çавна май шалкăм çапма пултарать
» («Чире парăнмалла мар,  кĕрешмелле»)

* «Куçа операци тăвиччен хам мĕн курни пĕлтерĕшлех марччĕ маншăн. Виççĕмĕш кунхине куçа уçсан хам ку таранччен тĕнче çине «çуман кантăк» витĕр пăхса пурăннине ăнлантăм. Тĕрĕссипе, тĕнче пач урăхла иккен. Мĕн тĕрлĕ кăна тĕс çук унта! Пысăк тав больница коллективне тата ăна ертсе пыракан тĕп тухтăра Дмитрий Арсютова. Кунта чăннипех ырă кăмăллă çынсем ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне, тутлă çитереççĕ тата пур çĕрте те тасалăх хуçаланать».
Хăйне тĕнче çине çĕнĕлле пăхма пулăшнăшăн Республикăри клиника офтальмологи больницин коллективне тав туса çапла калать Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Лидия Ивантаева
(Вĕсем тăрăшнипе - тĕнче хитре)

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.