Комментировать

26 Июн, 2014

«Паха тĕрĕ» - «Ылтăн хохлома» уявĕнче

Чул хула облаçĕнчи Семенов хулинче халăх ÿнер промыслин Пĕтĕм тĕнчери вун пĕрмĕш «Ылтăн хохлома» фестивалĕ иртнĕ. Чăваш Республикинчен унта ÿнер промыслин «Паха тĕрĕ» фирми хутшăннă.

Фестиваль кунĕсенче хулан тĕп лапамĕ тата çывăхри урамсем «Талантсен асамачĕ» пулса тăнă. Хăнасем - вĕсем Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен тата чикĕ леш енчен те пулнă - тем тĕрлĕ ĕçпе паллашма пултарнă. Хурăн хуппинчен тунă теттесемпе хуçалăхра усă курмалли япаласем, тиртен, кĕленчерен, тăмран, йывăçран тата ытти чĕр-тавартан ăсталанă хатĕрсем куракана тыткăнланă. Паллах, пирĕн тĕрĕ ăстисем те хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Акă Анастасия Андреева художница чăваш тĕрри тĕлĕшĕпе ăсталăх класĕ ирттернĕ. Семеновра пурăнакансем пурте тенĕ пекех вырăссем пулсан та, чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕпе кăсăкланакансем те тупăннă. Чăваш Ен ал ĕç маçтăрĕсем çавăн пекех Беларуç, Узбекистан, Эстони, Япони, ытти çĕр-шыв халăх промыслипе, декораци хушма искусствипе паллашма май тупнă.

Фестиваль вăхăтĕнчех мода театрĕсен «Чул хула асамачĕ» конкурсĕ те иртнĕ. «Паха тĕрĕ» пикисем те хутшăннă унта, авалхи тата хальхи вăхăтри наци тумĕпе паллаштарнă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.