Комментировать

6 Июн, 2019

«Çамрăксен хаçачĕ» 22 (6268) № 06.06.2019

* Чăваш Енре пурăнакан ачасемшĕн кăçалхи çĕртмен 1-мĕшĕ яланлăхах асра юлĕ. Вĕсем паллă чылай çынпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçма пултарчĕç. Пĕрремĕш канал йĕркеленĕ тĕлпулусенчен пĕринче Раççей шкул ачисен юхăмĕн хастарĕсем, студентсем «Поле чудес» шоуна ертсе пыракан Леонид Якубовича вун-вун ыйту пама пултарчĕç.
— «Поле чудес» кăларăма ертсе пыма килĕшет-и?
— Ку — манăн ĕç. Хăть вĕлер — килĕшмелле. Кăларăм экран çине тухнăранпа тепĕр çул 30 çул çитет.
— Хăвăра тĕслĕх илмелли çын тесе шухăшлатăр-и?
— Ман çине пăхăр-ха. Манран мĕнле тĕслĕх илме пулать? Сиртен илмелле ăна.
— Ăнăçăва мĕнле тивĕçрĕр?
— Эпĕ ăна тивĕçмен. Манăн çын хушшинче çÿремелли ĕç. Эпĕ хамăн сасса, сăна кăмăлламастăп
(Якубович «Поле чудес» кăларăма пĕртте пăхман. Тĕлпулура Ирина КОШКИНА пулнă)

* «Хавал» пуçару ушкăнĕн хастарĕсен тата ют чĕлхесен «Язык для успеха» шкулĕн çулласеренхи уйлăхĕ лагерĕ кăçал «Сурские зори» кану базинче çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 7-мĕшĕччен иртет. Палăртма кăмăллă: йĕркелÿçĕсенчен пĕри — «Çамрăксен хаçачĕ». Уйлăхăн тĕллевĕ — чăвашлăхшăн çунакан çынсене пĕрле пухасси, вĕсене тăван халăх культурипе, кун-çулĕпе паллаштарасси. Кунта пухăннисен тĕрлĕ лапамра ăс пухнипе пĕрлех выляма, Сăр хĕрринче шыва кĕме, хĕвелпе хĕртĕнме, уçăлса çÿреме, юрă-кĕвĕ итлесе киленме май пулĕ. Тĕплĕнрех «Хавал» пĕрлешÿ ертÿçипе Александр БЛИНОВПА — АЛПАРУХПА — калаçатпăр.

— Алпараух, эсир мĕн пĕчĕкрен хулара вырăсла калаçса ÿснĕ. Халĕ чăваш чĕлхи аталанăвĕшĕн капашсăр пысăк ĕçсем туса тĕлĕнтеретĕр. Калăр-ха: мĕнле килсе тухрăр кун патне?
— Вунă çула яхăн каялла эпĕ чĕлхе ыйтăвĕпе ĕçлеме тытăнтăм. Атте-анне, тăвансем, пĕлĕшсем чăвашла калаçнине, унта та кунта тăван сăмах янăранине илтнĕ. Чĕлхе пурăнать-ха, уншăн нимĕн те хăрушă мар тесе шухăшлаттăм. Анчах тусăм ыйтни мана çухатса ячĕ: «Эсĕ хăвăн ачупа чăвашла калаçмасан чĕлхепе мĕн пулĕ?» (Чăвашлăх университетне чĕнеççĕ)

* ЧР тава тивĕçлĕ артисткине Ирина АРХИПОВА:
- Çĕр çинче ĕçлени ывăнтармасть, пусармасть, пачах та урăхла, çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнма, эпĕ унăн пĕр пĕчĕкçĕ пайĕ пулнине ăнланма пулăшать. Эпĕ хăй вăхăтĕнче атте-аннене вĕсене юратнине çителĕклĕ каламан. Халь ак яла кайса çÿресе хамăн ĕçпе тав тăватăп. Çÿлтен сăнаса савăнччăр. Кил хушшинче çÿренĕ чух вĕсем юнашар пулнине туятăп. Пĕр-пĕр ĕç алла тытсан анне е атте юнашар сас парассăн туйăнать
(Спектакльте куç хупса выляма пултарать)

* Роза Сябитова Шупашкара килсен «Çамрăксен хаçачĕн» журналисчĕн ыйтăвĕсене хуравланă.
- 30-тан иртнĕ ăнăçлă хĕрарăмсем ман пата килеççĕ, качча кайма арçын тупаймаççĕ. Шел те, ун пеккисене суйламаççĕ. Арçынна çамрăкки, ача çуратмалли вăхăчĕ иртменни, кирлĕ. Кăна çут çанталăк шухăшласа кăларнă, эпĕ мар. Яланах Лариса Гузеевăн упăшкине тĕслĕх вырăнне илсе кăтартатăп. «Эпĕ сана пултарулăх енĕпе ĕçлеме чармастăп, анчах ĕлкĕр: мана килте кĕтсе ил. Ывăнатăн, тарăхатăн пулсан килте лар. Эпĕ ĕçлесе илни те пире çителĕклĕ», — тет вăл арăмне. Уншăн вăл ăнăçлă артистка, телеертÿçĕ пулни мар, лайăх мăшăр пулни пĕлтерĕшлĕ
(Няньăра та, таксистра та ĕçленĕ)

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.