«Хыпар» 58-59 (27491-27492) № 31.05.2019
* Чылайăшĕ ăна спортсмен, журналист пек пĕлет. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс, чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă Олеся Михайлова — армрестлинг енĕпе Европа чемпионки, РФ спорт мастерĕ. Халĕ вăл — декрет отпускĕнче. Çамрăк амăшĕн пултарулăхне нумаях пулмасть иртнĕ «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» республика конкурсĕнче пысăк хак панă. Олеся «Çемье телейĕ» сăвăсен пуххишĕн «Поэзи. Чăвашла» номинацире çĕнтернĕ. «Пурнăç, çут çанталăк илемĕ. Эпĕ хулара мар, ялта пурăнатăп. Çакă та витĕм кÿрет. Шухăшсем тăватă стена хушшинче ларнă чухне мар, уçă сывлăшра тавралăхпа киленнĕ май пуçа кĕреççĕ. Оптимист эпĕ. Çынсенче яланах ыррине курма тăрăшатăп. Çакă та сăвă çырма хавхалану кÿрет, хайлавсенче те ырăлăх пирки ытларах çыратăп», — тет вăл (Муза 10 çултан килсен… Ирина КОШКИНА)