Комментировать

25 Июн, 2014

Чăваш ĕçĕпе пурăннă...

1987 çулхи çу уйăхĕнче мана, нихçан парти ретĕнче пулман журналиста, Чул хулана партин аслă шкулне пĕр уйăхлăха вĕренме ячĕç. "Кайса кан, телейлĕскер", - тесех ăсатса ячĕç "Тăван Атăл" журналта пĕрле ĕçлекен юлташсем.

Пысăк хулана çитрĕмĕр те - общежитие вырнаçтарчĕç, тепĕр кунхине занятисем пуçланчĕç. Ăçта кану кунта/ Кунĕпе лекци итлетпĕр, пуçа çĕклемесĕр çыратпăр. Тăхтав вăхăтĕнче курссене пухăннă çынсемпе паллашатпăр: çармăссем йышлă, тĕрлĕ облаçран килнĕ вырăссем... Занятисенче тата çине-çинех ĕç параççĕ - пĕр-пĕр темăпа доклад хатĕрлемелле. Пĕрмай вуламалла, вуламалла.

Кÿтмен тĕл пулу

Пĕррехинче тем сăлтавпа занятисем кăнтăрла иртсен пĕр сехет тĕлнелле вĕçленчĕç. Чун-чĕрере савăнăç: Ока хĕррине хĕртĕнме каятпăр! Ушкăнпа кĕпĕрленсе антăмăр пĕрремĕш хута. Ытлашши васкама каламан çав, куратăп: алăкпа юнашарти кантăк умĕнчен пĕр çамрăк арçынпа ватă хĕрарăм йăпăрт пăрăнчĕç те ман çула шалт çеç пÿлсе хучĕç: "Эсĕ те кунта-çке!"

Умра - паллакан çын, юлташ. Пĕр-икĕ çул каялла Елчĕк районĕнче агропром пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕн çумĕ пулнă Алексей Егорович Аверкин пулчĕ тăчĕ. Пĕр-пĕрне ыталаса илтĕмĕр. "Эсĕ курссене килтĕн пуль-ха, - лăскать мана Алексей. - Эпĕ кунта ăс илетĕп-ха. Халĕ заняти пуçланать..."

Вăл васкаварлăн мана юнашар тăракан хĕрарăмпа паллаштарчĕ: "Пирĕн ентеш - Борисова Матрена Григорьевна. Чăваш автономи облаçĕн пĕрремĕш ревкомĕн пуçлăхĕн Даниил Семенович Эльменĕн мăшăрĕ. Эсир калаçăр, паллашăр. Матрена Григорьевнăна киле ăсатăр. Пĕр виçĕ чарăну утмалла..."

Алексей шÿтлемерĕ, пирĕнпе хăвăрт сывпуллашрĕ.

Матрена Григорьевна çÿллĕ мар, хытанка хĕрарăм. Типшĕмрех питлĕ, çулĕсене кура мар йăлтăр çутă куçлă. Эпĕ Эльмень çинчен шухăшласа пуçа ватнă хушăра вăл сăмах пуçлама та ĕлкĕрчĕ: "Хăш тăрăхран-ха/" Эпĕ ревком пуçлăхĕ пирки татăклăн нимех те пĕлменнине пула веçех çухалса кайнăччĕ - хама тÿрех алла илтĕм: "Куславкка чăвашĕ". Унтан ята, хушамата каларăм. Вăл, вĕттĕн-вĕттĕн пусса утаканскер, тăрук чарăнса тăчĕ: "Пĕр енчен апла".

 

Ял ятне каласан куçран пăхрĕ: "Туканаш – Тĕрлемесе çитиччен-ха, хурăнлă çул айккинче юлать, - терĕ вăл. - Ку тăрăхран нумай çынна пĕлнĕ ĕлĕкрех. Эпĕ - Куснарсем".

Кĕтмен тĕл пулу. Матрена Григорьевна пуçарулăхне чакармарĕ, эпĕ аслă пĕлÿ ăçта илнине ыйтрĕ. Шупашкарта, университетра терĕм те - пирĕн калаçу питĕ хитре сыпăнса кайрĕ.

_ Тĕттĕмре пурăннă эпир, _ терĕ вăл йăвашшăн мана хулран тытса. _ Вун çиччĕмĕш çулта чăваш халăхĕн тăхăр вунă проценчĕ хутла пĕлмен вĕт. 1919-1920 çулсенче Чăвашра хут пĕлменлĕхе пĕтермелли 1200 шкул ĕçлетчĕ. Сакăр вунă пин çын вĕренет тетчĕç. 1919 çулта Хĕрлĕ Çар Хĕвел тухăç фронтĕнче çĕнтерÿсем тунă хыççăн Атăл тăрăхĕнчи халăхсем ирĕккĕн сывласа ячĕç. Хусанта "Канаш" хаçат редакторĕнче тата национальноçсен ĕçĕсен Халăх комиссариачĕн чăвашсен уйрăмĕн пуçлăхĕнче ĕçлекен Даниил Эльмень юлташĕсемпе пĕрле Чăваш ĕç коммунине тăвассишĕн ĕçлеççĕ. Ун чухне Атăл тăрăхĕнчи нимĕç¬сем те ĕç коммуни туса хунă та _ Чăваш коммуни тумалла тенĕ ĕнтĕ. Ку _ чăн-чăн чăваш ĕçĕ, çанă тавăрса, кунне-çĕрне пĕлмесĕр пуçа ватнă хĕрÿ чĕреллĕ чăвашсем. 1922 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче В.А.Алексеев, Г.И.Иванов тата Д.С.Эльмень Мускавра Халăх Комиссарĕсен канашĕн ларăвне хутшăнаççĕ. "Чăваш ĕç коммуни" тăвасси çинчен В.И.Ленинпа пĕрле канашлаççĕ. Владимир Ильич "коммуна" сăмах "автономипе" килĕшсе тăманни çинчен пĕлтерет, "Чăваш автономине" облаç тесе ят пама сĕнет. Çапла çуралать çут тĕнчере Чăваш автономи облаçĕ.

1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри Тĕп Ĕçтăвкомпа Халăх Комиссарĕсен Канашĕ çакăн çинчен Декрет йышăнать. Çав кунах РКП(б) Тĕп Комитечĕн оргбюровĕ Д.С.Эльмене Чăваш автономи облаçĕн ревком пуçлăхĕ, В.А. Алексеевпа Л.М.Лукина ревком членĕсем, И.А.Крынецкие Шупашкар уес Канашĕн ĕçтăвкомĕн пуçлăхĕ тата Я.П.Соснина партин уес комитечĕн пуçлăхĕ пулма çирĕплетнĕ...

Киле ăсатнă май Матрена Григорьевнăпа ларсах калаçрăмăр. Вăл Даниил Эльмень çирĕммĕш çулсен пуçламăшĕнче Хусанти "Канаш" хаçатра Куснарта çуралса ÿснĕ Улька Шестипалова-Ырсем артистка сцена çинче чăваш хĕрарăмĕн чунĕн пуянлăхне яр уççăн кăтартни çинчен çырнине питĕ ырларĕ.

Вăхăчĕ хăрушă тăнă, анчах чăваш ĕçĕпе пурăнакан çынсен шанчăкĕ çирĕп пулнă. Даниилăн сăмах каланă чухне те, хăйĕн çырнă ĕçĕсенче те мухтанасси пулман, хаваслăхĕ тапса тăнă. Тунă ĕç курăмлă пултăр тенĕ.

Туятăп, Матрена Григорьевнăн кашни сăмахĕ хыççăн манăн пит хĕрелет, хам нимĕн те пĕлменнишĕн ăш çунать. Пытармарăм: "Нимĕн те вуламан, _ терĕм, _ çиелтен кăна..."

Вăл мана ăнланчĕ. "Çав тапхăрти пурнăç çинчен хамăр ялти учительница Трубина Мархви е Карачри Мария Мухина-Ухсай, е Николай Шупуççынни, е Хумма Çеменĕ, тен, Семен Эльгер мĕн те пулин çыраççĕ пулĕ-ха тесе кĕтрĕм _ çук, кĕтсе илеймерĕм, _ хаш сывларĕ вăл. _ Ял хресченĕн чунĕ патне çитетчĕ "Канаш" хаçат. Даниил Семенович вун тăххăрмĕш çулсенчех кашни ялта пухусенче хаçата сасăпа вулассине йĕркелеме, çынсене вулама курăнакан вырăна çакса хума чĕнсе каланăччĕ. Ку та чăваш ĕçĕ вĕт!

Ял çыннисен ăнланăвĕ ÿсрĕ. 1920 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри субботник пулса иртрĕ. Хресченсем тар юхтарса уйсене сухаларĕç, хĕрлĕ армеецсен çемйисене пулăшрĕç, пÿртсене, ял хуçалăх хатĕрĕсене юсарĕç. Шупашкарта кăна пин çын ытла тÿлевсĕр ĕçлеме тухнă терĕç. Рабочисем фабрик-заводсенче вăй хучĕç. Хĕрлĕ лапамра çĕнĕ парк никĕсне хучĕç, Атăл хĕррине, урамсене тирпей-илем кĕртрĕç. Тата Кайбулка урлă кĕпер хучĕç...

Чăвашла тап-таса калаçать Матрена Григорьевна. Манăн хăйĕн çинчен, ревком пуçлăхĕ Эльмень облаçри ĕçсене мĕнле йĕркелесе яни çинчен питĕ пĕлес килет-çке-ха. Çак шухăш патне хăех таврăнчĕ.

_ Вăт, университетра вĕреннĕ терĕн те-ха, _ каллех ассăн сывларĕ вăл. _ Даниил Семенович чи малтан Чăвашра çамрăк ăрăва аслă пĕлÿ пама университет уçасси, хаçат-кĕнеке кăларма издательство (типографи) тăвасси пирки ыйту çĕклерĕ. Пĕр тăхтаса тăмасăр Чăваш драма театрĕ, Хресчен çурчĕ, Шупашкар çывăхĕнче Атăл пĕвелесе электростанци тăвасси, Шупашкара Шăхранпа çыхăнтарма чукун çул хута ярасси çинчен палăртрĕ. Пурте чăваш ĕçĕсем-çке! 1920 çулхи çурла уйăхĕнче университет уçас ыйтупа Шупашкарта митинг иртрĕ, унта аслă шкул никĕсне пĕрремĕш чул хучĕç...

Рена тесе чĕнетчĕ

Матрена Григорьевна Борисова 1894 çулхи çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче çуралнă. Çемьере сакăр ача, 6 хĕрпе 2 ывăл, ÿснĕ. Тыр пул акса тума çĕрĕ сахал пулнă, кил-йыш чухăн пурăннă. Çапах та ашшĕ-амăшĕ ачисене вĕрентме тăрăшнă. Пĕчĕк Матюç килте те, шкулта та ытти ачасенчен тавçăрулăхĕпе тата ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă.

Ялти учительница канашĕпе вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулне каять. Экзаменсенче питĕ лайăх паллăсем илет. Анчах вĕреннĕшĕн тÿлеме укçа-тенкĕ çукки чăрмантарать. Инкекрен Иван Яковлевич Яковлев çăлать: вăл хĕр ачана шкул шучĕпе вĕренме йышăнать. Матюç çичĕ çул çине тăрса вĕренет. 1914 çулта шкултан вĕренсе тухать, аслă пĕлÿ илме ĕмĕтленет. Анчах çемьерен пулăшу пама шантармаççĕ. Вăл вара Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Тимĕрчел, унтан Улхаш шкулĕсенче ачасене вĕрентет. 1917 çулта Чĕмпĕрти хĕрарăмсен шкулне вĕренме кĕрет те ăна 1918 çулхи ака уйăхĕнче кĕмĕл медальпе пĕтерет. Пĕр тапхăр Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Старакри шкулта ĕçлет. "Известия ЧАО" хаçат сотрудникĕ пулать, педтехникумра вĕрентет.

_ 1921 çулхи нарăс пуçламăшĕнче эпир Даниилпа пĕрлешрĕмĕр, _ сăмаха пач урăх йĕрпе кустарчĕ Матрена Григорьевна. _ Вăл вăтăр пиллĕкре, эпĕ çирĕм улттăраччĕ. Мана Рена тесе чĕнетчĕ. "Хĕрарăм пурнăçа илем кÿрет", _ тетчĕ те, эпĕ те сăмах хушмасăр юлмастăм. "Хĕрарăм хĕрĕх тĕрлĕ ĕç тума та алă çитерет", _ хуравлаттăм ăна.

Чăн та, пулăшаттăм ĕнтĕ. Питĕ нумай çыратчĕ. Эпĕ Мускав хучĕсене уйрăм папкăна, Шупашкартисене тепĕр папкăна, çырусене тата ытти хутсене пурне те тирпейлесе хураттăм. Çирĕп кăмăллă ар¬çын. Чăтăмлă. Çын пирки япăххине нихçан каламастчĕ. Çаплах хăйĕн çывăх юлташĕсем тăрук ура лартрĕç ăна.

Мĕн тери ырăччĕ чĕрере. Çак çулах Шупашкарта театр ĕçлеме пуçларĕ. Атăл хĕрринчи тем пысăкăш кирпĕч складран юмахри пек театр туса лартнă. Илемлетнĕ. Стенисем те чăвашла калаçаççĕ. Пĕр харăсах пин çынна йышăнать вăл... Электростанци çутă парса тăрать. Унтан Чăваш наци музейĕ, журналистсен клубĕ уçăлчĕç. Çулла Федор Павлов ертсе пыракан Чăваш хорĕ халăх умне тухрĕ...

Тăван çĕр туртăмĕ

1921 çулхи çу кунĕсенче Д.С.Эльмене Шемшер вулăсĕнчи хресченсем пăлхав çĕкленĕшĕн айăплама пуçлаççĕ. Даниил Семенович хытă кÿренет, тарăхса каять. Хăйне Шупашкартан инçетерех Алтай крайне ĕçлеме ямашкăн ыйтса Тĕп Комитета çыру çырать. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче вăл мăшăрĕпе тата Марье ятлă йăмăкĕпе Барнаула çитет, РКП(б) кĕпĕрне комитетĕнче ĕçлеме пуçлать. Часах çамрăк çемьере хĕр ача _ Зинаида – çуралать.

 

Çĕнĕ çĕрте пурнăç пур енчен те майлашăнса кайнă пек туйăннă. Çемьене чаплă хваттер уйăрса панă. Анчах Даниил Семенович чĕринче канăç çухалса пынă. Чăваш облаçĕнче выçлăх пуçланнă. Вăл пĕтĕм вăй-халне парса тунă пурнăç кунсерен улшăнса пынă. Ăна Тăван çĕр-шыва туртнă. Çавнашкал йывăр вăхăтра унăн вырăнĕ ентешĕсемпе юнашар тесе шухăшланă вăл.

1922 çулхи пуш уйăхĕнче РКП(б) Тĕп Комитечĕ ăна Чăваш обкомне таврăнма ирĕк панă.

Шупашкара çитсенех Даниил Семенович каллех чăваш ĕçĕпе пурăнать. Çĕртме уйăхĕнчен "Канаш" хаçатăн яваплă редакторĕ. Унтан каллех ăна партин Чăваш обкомне ертсе пыма шанаççĕ. 1924 çулхи çу уйăхĕнчи парти конференцийĕнче вăл вĕренме каясси çинчен пĕлтерет, суйлава хутшăнмасть. Çак çулах утă уйăхĕнче Д.С.Эльмень ертсе пыракан "Канаш" литература пĕрлешĕвĕ "Сунтал" журнал кăларма тытăнать, "Капкăн" журнал кăларма хатĕрленет. Парти обкомĕн пленумĕнче ăна каллех "Канаш" хаçат редакторĕ пулма çирĕплетеççĕ.

1918 çултан пуçласа Даниил Семенович ялан чăваш ĕçĕпе пурăннă. Професси пĕлĕвĕ илеймен. Ача чухне ялти шкула çÿренĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче виçĕ класс пĕтернĕ. Унтан _ ĕçленĕ, ĕçленĕ тата ĕçленĕ. 1924 çулта вăл Мускава Хĕрлĕ профессура институтне вĕренме каять. Малтан хатĕрленÿ уйрăмĕнче пĕлÿ илет, унăн программине хăвăрт пурнăçлать, вара институтра вĕренме пуçлать. Парти Чăваш обкомĕн бюровĕ ăна ятарлă стипенди пама йышăнать.

_ Даниил ют чĕлхесене юрататчĕ, _ уйрăмах палăртса каларĕ Матрена Григорьевна, _ тутарла ăнланатчĕ. Акăлчан чĕлхине вĕренчĕ. Нимĕçле вара вулама çеç мар, калаçма пуçларĕ вĕт. Институт пĕтернĕ хыççăн Карл Марксăн "Капиталне" чăвашла куçарма ĕмĕтленетчĕ. Вулав залĕнче ларасшăн марччĕ, килте сĕтел хушшинче çырма кăмăллатчĕ. Эпĕ те Н.К.Крупская ячĕллĕ коммунистла воспитани академийĕнче вĕренеттĕм. Зинăна ăшă кăмăллă пĕр хĕрарăм пăхатчĕ.

Академие 1929 çулта вĕренсе пĕтерсе эпĕ Муром хулинче ĕçе вырнаçнăччĕ...

Виçĕ сехет калаçрăмăр Матрена Григорьевнăпа. Ывăнсах çитрĕ вăл. Эпĕ ăна хăйсен çурчĕ патне çитиех ăсатрăм, Алексей Аверкин хушнине пурнăçларăм. Юлашкинчен вăл хăйсен юратнă хĕрĕ Зинаида Данииловна экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулни, партин аслă шкулĕнче ĕçлени çинчен каларĕ. Ÿпкев сăмахĕсем те пулчĕç. Куславкка çыннисен, уйрăмах влаçра ларакан С.П.Петровпа С.А.Коричевăн ентешлĕх туйăмĕ сахалрах пулнине асăнчĕ.

Герман ЖЕЛТУХИН.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.