Комментировать

25 Июн, 2014

«Икĕ пин те пуль çак Туй Пирĕн пурнăç йĕркинче»

Пĕтĕм чăвашсен иккĕмĕш Акатуйĕ кăçал хăйĕн «адресне» улăштарчĕ: тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» ятпа çÿрекен культурăпа кану паркĕнчен Хĕрлĕ тÿреме куçрĕ. Раççейĕн 20 яхăн хутлăхĕнчен тата Беларуçрен, Эстонирен, çавăн пекех Чăваш Енĕн кашни районĕнчен килсе çитнĕ коллективсем чи малтанах Анне монуменчĕ умĕнчи лапамра вырнаçрĕç.

Кунта ятарласа тунă сцена çине Акатуй ертÿçисем, Евгений Ерагин, Виталий Станьял, Владимир Иванов мăчавăрсем тухрĕç. Республика кунĕнче шĕкĕр Шупашкарăмăрта тăван халăхăн чи сумлă та сăваплă уявне - Акатуйне - ирттерме вĕсем пил пачĕç.

- Эй, çут тĕнчене тытса тăракан çÿлти турă! Халăхсене йышлантарса, упраса тăракан аслă турă! Эпир паян чăвашсен ырă йăлисене пăхăнса санăн умра, амаланса тăракан çут çанталăк ырăлăхĕнче, унăн умĕнче Акатуй чÿкне, Акатуй уявне ирттерме Чăваш Республикин тĕп хулине Шупашкара пуçтарăнтăмăр, - çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне Евгений Ерагин. - Эй, çÿлти турă, Турă йышĕсем! Иксĕлми пурлăхлă Çĕр амăшĕ! Тыр-пула пĕтĕлентерсе ÿстерсе паракан Хĕрлĕ Çыр! Сире асăнатпăр, çимĕçсем парса чÿк тăватпăр, сирĕнтен тырă-пулла, пурнăçри ырлăхсене ÿстерсе пама ыйтатпăр, кĕлĕ туса, чÿк чÿклесе сире йăлăнатпăр...

Авалăх кĕвви янăраса каять. Хĕрпе /Çĕр/ каччă /Пĕлĕт/ икĕ енчен тухса картари чуччу патне çывхараççĕ, ярăнма пуçлаççĕ /Çĕр пĕтĕленнине сăнлакан самант/. Вĕсен таврари ташă ушкăнĕсем çут çанталăкăн килĕшÿлĕхне кăтартса параççĕ. Ертсе пыракансем сăвă йĕркисене вулаççĕ:

Чăвашра кĕрлет уяв!

Савăнать тăван-вĕрле!

Симĕслетрĕмĕр уя -

Çĕрпе пĕлĕт халь пĕрле.

Чăвашсемшĕн Акатуй -

Сумлăх, чыслăх çулсерен!

Икĕ пин те пуль çак Туй

Пирĕн пурнăç йĕркинче!

Çак вăхăтра регионсенчен, республикăн тĕрлĕ районĕнчен килнĕ ушкăнсен ертÿçисем чуччу патне пырса сурпансем çыхса ячĕç. Акатуй ятĕнчен «Шупашкар: 500 çул» паркри çÿлти турра тата ваттисене асăнса лартнă Юпа патне чÿк тума мăчавăрсен ушкăнĕ кайрĕ. Унтан çĕр-çĕр çынран тăракан вăйă карти Анне монуменчĕ тавра явăнса юхрĕ, ăна çупăрласа илсе Хĕрлĕ тÿреме илсе каякан кĕпер çине тухрĕ. Кунашкаллине пирĕн «Анне» халĕччен курманччĕ-ха.

 

Хĕрлĕ тÿрем тăвансене чăваш юррисемпе кĕтсе илчĕ. Ертÿçĕсем Акатуй курма килнисене хăнасемпе паллаштарчĕç. Вĕсем таçтан та: Мускавран, Пушкăртстанран, Тутарстанран, Челябинскран, Мурманскран, Чул хуларан, Пензăран, Самартан, Беларуçран, Екатеринбургран, Севастопольтен, Тюменьрен, Эстонирен, Питĕртен, Чĕмпĕртен, Эрĕнпуртан...

Кĕçех Акатуй ялавĕ курăнса кайрĕ. Ăна ял хуçалăхĕнче ырми-канми ĕçĕпе чапа тухнă çак çынсем çĕклесе тухрĕç: Вăрнарти аш-какай комбиначĕн тĕп агрономĕ, ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Антонов, кунти цех пуçлăхĕ Раиса Николаева, Çĕрпÿ районĕнчи «ВДС» обществăн тракторисчĕ, ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ механизаторĕ Изосим Романов, Йĕпреç районĕнчи «Путиловка» агрофирма тракторисчĕ, ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ механизаторĕ Николай Захаров, Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ хуçалăх доярки, РФ ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ираида Козлова тата Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» кооператив операторĕ, ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Людмила Вазикова. Вĕсем Акатуй ялавне «Алран кайми...» юрăпа çĕклерĕç.

Ертÿçĕсем чĕннипе сцена çине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Александр Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов хăпарчĕç.

Александр Степанович уява килнĕ хăнасемпе хула çыннисене ырлăх-сывлăх сунса Акатуй уçăлнине пĕлтерчĕ. Николай Федорович та салам сăмахĕ каларĕ, пĕрлехи вăйпа тата пысăкрах ÿсĕмсем тума, Акатуй витĕмне вăйлатма сунчĕ.

Вĕсен сăмахĕ хыççăнах Акатуйăн пĕрлештернĕ хорĕ «Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм» /кĕввине Григорий Хирбю хывнă, сăвви Георгий Ефимовăн/ шăрантарчĕ. Тĕп дирижерĕ - Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин.

Юрă хыççăн юрă янăрарĕ. «Уяв» ансамбльпе пĕрле çавăн пекех Атилла, Алмуш патша, Иван Яковлев, Çеçпĕл Мишши тухрĕç. Вĕсен халалĕ, пехилĕ - тăван халăх мăнаçлăхĕ, чăваш ачисен чăваш пулсах ÿсмелле.

Çĕр ĕçченне, чăваш паттăрĕсене халалланă композицисем те пулчĕç тĕп сцена çинче. Уяв ертÿçисем вуланă çак йĕркесем Хĕрлĕ тÿрем çийĕн çĕкленсе анлă Атăл тăрăх инçете-инçете сарăлчĕç:

Кĕтсе илчĕ Шупашкарĕ -

Пур чăвашшăн савнă кил!

Юратсах-çке ыталарĕ:

Вăйлă пул! Татах эс кил!

Тавтапуç, шĕкĕр хуламăр!

Эсĕ пур тăк - эпĕр пур!

Малашне те йышăнсамăр,

Ĕмĕр пултăр Акатуй!

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.