Комментировать

12 Дек, 2013

ХУППИ ÇАВ ТЕРИ СИПЛĔ

Канада ăсчахĕсен тĕпчевĕсем цитрус çимĕçĕсен хуппинче флавонсем - атеросклерозран хÿтĕлекен япаласем - питĕ нумаййине кăтартса панă. Организма лексе вĕсем сиенлĕ холестерин шайне 35-40 процент чакараççĕ.

 

Апельсин

Унăн хуппинче темиçе тĕрлĕ эфир çăвĕ, флавоноидсем, А, В, С, Е витаминсем, пектинсем пур.

Апельсин хуппин çăвĕ бактерисене, шыççа хирĕçле витĕмпе палăрса тăрать, ÿт шăтсан, пиçсе кайсан, дерматит, экзема аптратсан пулăшать. Китай медикĕсем типĕтнĕ хуппипе ÿслĕкпе шăнса пăсăлнинчен кăна мар, кăкăр парĕн усал шыççинчен те сиплеççĕ.

n Уйăх хушши вăхăтĕнче юн нумай кайсан апельсин хуппине ярса вĕретнĕ шыв ĕçмелле.

n Депресси, нервсем пăлханни аптратсан тин сÿнĕ апельсин хуппине е çурмалла каснă апельсина çывăрма выртиччен 20-30 минут маларах чÿрече анине хумалла.

n Типĕ ÿслĕк вăрах тертлентерсен апельсина хуппипех вĕтĕ вакламалла, сахăр сапса 30 минут пĕçермелле. Сиропне ÿслĕк приступĕ пуçлансан 1-2 апат кашăкĕ ĕçмелле.

 

Лимон

Унăн хуппинче Р витамин, флавон гликозичĕсем, С тата Р витаминсем пур. Лимон организмăн ĕçлес пултарулăхне ÿстерет, ывăннине ирттерет, чылай чиртен сипленме пулăшать.

n Апат анассине лайăхлатма лимон хуппин настойкине ĕçме сĕнеççĕ. 100 грамм типĕтнĕ тата вĕтетнĕ хуппа 1 литр шурă эрехе ямалла, тĕттĕм вырăнта 3 эрне лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30-шар тумлам ĕçмелле. Настойка нерв чирĕсем чухне лăплантарать, хăстарсан, тăн çухатсан пулăшать.

n Шĕпĕне пĕтерме икĕ лимонăн вĕтетнĕ хуппине 30 процентлă çур стакан уксуса ямалла, савăта çăтă хупса пĕр эрне лартмалла, силле-силле илмелле, сăрăхтармалла. Çак шĕвекре йĕпетнĕ мамăка шĕпĕн çине кунне темиçе хумалла.

n Вăй чаксан, халсăрлансах çитсен çак хутăш аван. Аш арманĕпе 4 лимона хуппипех авăртмалла, чĕрĕ лимонсенчен юхтарнă 200 грамм сĕткен, 200 грамм олива çăвĕ, 15 грамм аптека кушак курăкĕн тата катăркас шĕвекĕсене /настойки валерианы и боярышника/, 1 грамм камфора, 15 тумлам пĕтнĕк /мята перечная/ çăвĕ хушмалла, лайăх пăтратмалла. Кунне 3 хут апатчен 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

n Гипертони чухне 1 апат кашăкĕ теркăпа хырнă лимона, 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ шур çырлине /клюква/, 1 апат кашăкĕ тÿнĕ шăлан çырлине, 1 стакан пыла хутăштармалла. Ир-каç 1-ер апат кашăкĕ çимелле.

n Шăла çирĕплетме, шуратма лимон хуппипе сăтăрмалла.

n Лĕкĕрен хăтăлма 4 лимон хуппине 1 литр шыва ярса 15 минут пĕçермелле, сăрăхтармалла. Шĕвекпе çÿçе эрнере пĕр хут чÿхемелле.

n Организма çамрăклатма 3 лимона хуппипех, 3 пуç ыхрана, 3 стакан шур çырлине нимĕрлемелле, тин вĕренĕ 7 стакан шыва ярса пиçĕхтермелле. Унтан 2 куна сивĕ вырăна лартмалла, сăрăхтармалла, 400 грамм пыл хушса пăтратмалла, каллех 2 куна сивĕ çĕре лартмалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

 

Гранат

Гранат хуппи пыршăлăхра сиенлĕ микробсене ĕçчеме памасть, шыççа хирĕçле витĕмпе палăрса тăрать. Шалти типĕтнĕ çурхахĕсене чее хушаççĕ. Вĕсем нерв тытăмне лăплантараççĕ.

n Вар-хырăм чирĕсенчен сипленме хуппине ярса вĕретнĕ шыв ĕçеççĕ. Вĕтетнĕ 1 пай хуппа эмальленĕ кастрюле хумалла, 10 пай сивĕ шыв хушмалла, вăйсăр çулăм çине 30 минута лартмалла, унтан тÿрех сăрăхтармалла. Кунне 3 хут çуршар стакан ăшăлла ĕçмелле.

n Хытă тарлаттарсан гранат хуппи ярса вĕретнĕ шывпа ваннăчкăсем тумалла.

n Шыççа хирĕçле витĕмлĕ шĕвеке çапла хатĕрлемелле: 5 грамм вĕтетнĕ хуппа 100 миллилитр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 5 минут пĕçермелле, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 1-2-шер чей кашăкĕ ĕçмелле.

n Стоматитран сипленме 20 грамм вĕтетнĕ хуппа 200 грамм шыва ярса 30 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла, малтанхи виçине çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Çăвара чÿхеме усă курмалла.

n Варвитти пуçлансан чей вырăнне гранат хуппи ярса вĕретнĕ шыв ĕçмелле.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.