Комментировать

25 Июн, 2014

«ЭКРА» хăвачĕ сарăлать

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер «ЭКРА» ăслăлăх-производство предприятийĕн нумай функциллĕ комплексĕн пĕрремĕш черетне уçма хутшăнчĕ.

«ЭКРА» НПП» ООО гендиректорĕ Владимир Фурашов комплекса предприяти шучĕпе тунине, кунти инженерсем шухăшласа кăларнипе çĕнĕ изделисем тăвасси çинчен пĕлтерчĕ.

Предприятире пин ытла çын вăй хурать. Çĕнĕ производствăна пула тата 200-ĕшĕ ĕç вырăнĕллĕ пулĕ. Вăл йăлтах хута кайсан кунта пĕчĕк вольтлă комплект тытăмĕн шкапĕсене çулталăкра 4 пин ытла туса кăларĕç, реле хÿтĕлекеннисене 7 пине яхăн хатĕрлĕç.

Михаил Игнатьев комплексра «ăслă» шкапсен тытăмĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.

- Ыранхи кунăн шанчăкĕ пурри тата экономикăра лару-тăру пĕтĕмĕшле лайăхланса-çирĕпленсе пыни çĕнĕ производствăсем уçма май парать. Ĕç тухăçлăхĕ, çавна май шалу ÿсет. Владимир Сергеевич ертсе пыракан коллектив республикăн вăтам шалу кăтартăвĕнчен 2,5 яхăн хут нумайрах ĕç укçи илни савăнтарать. Ытларахчĕ çакнашкал предприятисем, - терĕ Михаил Васильевич. - Эсир тĕнче шайĕнче тавар пахалăхĕпе те, хакĕпе те çивĕч тупăшăва хăюллăнах кĕретĕр. Çавна май Чăваш Ен тата Раççей экономикине тивĕçлĕ тÿпе хыватăр. Пирĕн тĕллев - сире ăнăçлă аталанма пулăшасси.

Раççей Геройĕ Алексей Романов та пухăннисене Республика кунĕ ячĕпе саламларĕ, ăслăлăх-производство предприятийĕнче ĕçлекенсене Чăваш Ен экономикине çĕклессишĕн чунтан тăрăшнине палăртса: «Эсир - чăнласах патриотсем», - терĕ.

2014 çулхи кăрлач-ака уйăхĕсенче «ЭКРА» потребительсене 1,1 млрд тенкĕлĕх хатĕр продукци ăсатнă, производство индексĕ 129 процентпа танлашнă. Вăтам ĕç укçи 43,3 пин тенке çитнĕ.

Унтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ тĕп хуламăрти Журналистсен скверĕнче вырнаçнă ача-пăча лапамне çитсе курчĕ.

Мир тата Иван Яковлев проспекчĕсем тĕл пулнă вырăн юлашки кунсенче калама çук чиперленчĕ. Сукмаксенчи силленекен плитасемпе брусчатка вырăнне асфальт сарнă. Шупашкар хула администрацийĕ «Вăйă тата спорт оборудованийĕн завочĕ» АХОн подряд организацине явăçтарса кунта ача-пăча валли канма, выляма илĕртÿллĕ вырăн тунă: тренажер, чуччу, каруççел, хăйăр картишĕ, «Трактор» вăйă, ытти те - мĕн пурĕ 35 хатĕр! Вĕсене 1392 пин тенкĕлĕх туяннă. Ачасем телейлĕ çитĕнччĕр тесен нимĕн те шел мар. Çывăхри çуртсенче пурăнакан ашшĕ-амăшĕ парксене инçете каймасăрах тата укçа тăкакламасăрах ачисемпе малашне кунĕпех йăпанма пултарать. Çакна савăнăçлă тĕл пулура Михаил Игнатьев уççăнах палăртрĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.