Хресчен сасси 19 (2758) № 29.05.2019
* Юлашки вăхăтра ял сăри уявĕн йĕрки улшăнма пуçларĕ. Хуçалăх арканчĕ, 200-е яхăн кил-çуртлă ял пĕтсе пырать. Халĕ 60 кил кăна юлнă. Ял сăрипе пăттине ĕçнĕ-çинĕ хыççăн çак апат-çимĕçпе тепĕр кун ял уявне палăртма пуçтарăнаççĕ. Хуйхăсене сирсе, чÿклесе астивнĕ сăрана ĕçме ял варрине илсе каяççĕ. Мĕншĕн савăнаççĕ-ши? Мĕнле çитĕнÿ тунă-ши? Иртнĕ çул, авă, колхозăн пушă кĕлетĕнче виçĕ кун уявларĕç (Япалан йĕрки пур. Виталий ТĔТĔРКĔЧ)
* «Эльбарусовский» совхоз арканнă вăхăтра пуçлăхсем кирлĕ хутсене архива çитерсе паман. Вĕсем шыв айне пулса юрăхсăра тухнă.
Çак бригадăра ĕçленĕ ачасем халĕ пенси çулĕсене çитрĕç. «Совхозра вăй хунă вăхăтри çулсене ĕç стажне кĕртме май пулать-ши?» — тесе шухăшлаççĕ вĕсем (Ĕç стажне кĕртме май пур-ши?)
* Кашни ялăн хăйĕн улăпĕ пур. Красноармейски районĕнчи Пайсупинсемшĕн вăл — совет инженер-механикĕ, ятарлă хĕç-пашал облаçĕнчи специалист, РСФСР наукăн тата техникăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Иван Шашков. Иван Ефимович çуралнăранпа паян 110 çул çитрĕ.
Трак тăрăхĕнчи Упи ял тăрăхĕн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, халĕ çак пулăма паллă тума хатĕрленеççĕ. Сăмах май, 2009 çулхи май уйăхĕн 30-мĕшĕнче, 100 çулхи юбилейне паллă тунă чухне, Пайсупинсем Иван Шашков çуралнă çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă (Ентешне манмаççĕ Пайсупинсем)