Комментировать

27 Мая, 2019

«Чăваш хĕрарăмĕ» 19 (1094) № 27.05.2019

* — Канашра професси пĕлĕвĕ илнĕ хыççăн пĕр тапхăр трикотаж цехĕнче ĕçлерĕм. Çул çинче çÿрекенскер ырă мар хыпарсем илткелерĕм те — чун сÿлетрĕ. Ялах таврăнма шухăшларăм. Çавăн хыççăн 16 çул — ялти пекарньăра, вăл хупăнсан фермăра тăрăшрăм. Тивĕçлĕ канăва тухсанах уй-хир бригадине çÿреттĕм, — ĕç каçăлăкне куç умне кăларчĕ яла хулапа улăштарма килĕшменскер. Валентина Гаврилова Вăрнар районĕнчи Çĕрпел ялĕнче çуралнă (Хĕр капăрлăхĕ - йăх упрамалăх. Ирина ИВАНОВА)

* Тăватă çулти ывăлăм чĕлхи лайăх уçăлайманран тухтăр сывлав гимнастики тума сĕнчĕ. Чăннипех те витĕмлĕ-ши вăл? Ăна еплерех пурнăçламалла-ши?
Тамара И.
Ыйтăва Шупашкарти 134-мĕш ача сачĕн логопечĕ Светлана АЛЕКСАНДРОВА хуравлать
(Тĕрĕс калаçассси сывланипе те çыхăннă)

*— Етĕрнере пурăнаттăм. Хулари типографире ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухсан яла таврăнма шухăшларăм: ватлăхра çут çанталăк шăп кĕтесĕ илĕртет-çке. Палтай мăнаçĕ — Турă çÿле хăпарнă ятпа лартнă чиркÿ. Унта тĕне ĕненекенсем таврари ялсенчен килсех çÿреççĕ. Эппин, кунашкал тăрăхра илĕртÿллĕ те таса пулмалла. Çакнашкал шухăш канăç паманран 2010 çулта чун чăтманнипе ял-йыша субботнике йыхравларăм. Ялти çăл куçсене тасатрăмăр. Пĕрлехи ĕç ялти тирпейлĕхшĕн малашне те кар тăма хавхалантарчĕ, — каласа кăтартать Галина Зиновьевна (Куç умĕнче ял сăнĕ улшăнать)

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.