Комментировать

27 Мая, 2019

Эпир хуласене хĕвел кÿретпĕр!

2018 çулта Т Плюсăн «Мари Эл тата Чăваш Ен» филиалĕн ăшă электростанцийĕсем Шупашкарти ТЭЦ-2,
Çĕнĕ Шупашкарти ТЭЦ-3 тата Йошкар-Олари ТЭЦ-2 3009 миллион яхăн кВт.сехет электроэнерги туса кăларнă, потребительсене 4661 пин Гкал ăшă энергийĕ панă. Умĕнхи çулталăкри çакнашкал кăтартусемпе танлаштарсан электричество калăпăшĕ «пĕрешкел шайрах», ăшă энергине вара 8,7% нумайрах хатĕрленĕ. Энергокомпани ĕçĕн çак тата ытти кăтартăвĕсемпе «Т Плюс» ушкăн тата унăн филиалĕсем çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнле ирттернине пĕтĕмлетессине халалланă, селектор мелĕпе йĕркеленĕ пресс-конференцире паллаштарчĕç.

Юсав ытларах — авари сахалрах

Энергохолдинг правленийĕн председателĕ Андрей Вагнер, видеокĕперĕн Мускаври студийĕнчен çыхăнăва тухнăскер, калаçăва тÿрех тивĕçлĕ сĕм кÿчĕ. «Хĕле хатĕрленнĕ май эпир капиталлă юсавсен шутне 13% ÿстертĕмĕр, аварисен шутне çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăрта 27% чакартăмăр — иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан, ку кăтарту чылай лайăхрах», — терĕ вăл.
Апла пулин те пăшăрханмалли сăлтавсем çук мар: «Пирĕн икĕ инкек пур — сетьсем кивелни тата дебитор парăмĕ. Умĕнхи çулталăкрипе танлаштарсан, иртнĕ хĕле хатĕрленнĕ май ăшă сечĕсене юсассине 5% пысăклатма тата аварисем пулассине 4% чакарма пултартăмăр, анчах ку сахал. Сетьсем ватăлнипе çыхăннă лару-тăрăва тĕпрен улăштарас тесен çуллен пăрăхсен 10-12% улăштармалла», — палăртрĕ энергохолдинг правленийĕн председателĕ.
Сеть хуçалăхне çĕнетессине 80-100 миллиард тенкĕпе хаклаççĕ. Вăт, мĕн пур потребитель пĕр ха-рăс хăйсен парăмĕсемпе татăлсанччĕ — вĕсен «Т Плюс» ПАО умĕнчи пĕрлехи дебитор парăмĕ 66,5 миллиард тенкĕпе танлашать! Питĕ пысăк укçа, вăл энергохолдинга оборудование, хайхи сетьсене юсама, реконструкцилеме, çĕнĕ техникăпа хĕç-пăшалланма кирлĕ. Çавăнпа Андрей Вагнер коммуналлă пулăшу ĕçĕсене пурнăçлакансен ĕçне сивлесе хаклать те ĕнтĕ — пĕрлехи парăмăн çурри вĕсен тÿпи вĕт: «Халăхран пирĕн укçана пухаççĕ, анчах пире тÿлемеççĕ. Çакăн ячĕ — вăрла-ни, урăхла калаймăн!»

Çуртри хăтлăхран пĕлтерĕшлĕреххи çук

Малалли калаçу вара аталану çул-йĕрĕ çине таврăнчĕ — ырри Т Плюс ĕçлекен 16 регионти журналистсем панă чылай ыйту хуравĕнче сисĕнчĕ. Çав шутра — хĕвел генерацине аталантарассипе çыхăннă плансем пирки ыйтни. Ку тема, чухларăр пуль, чăваш сĕмĕллĕскер. Андрей Александрович палăртнă тăрăх, холдинг паян Оренбург облаçĕнчи виçĕ СЭСа ĕçлеттерет. Вĕсенчен иккĕшне холдинг иртнĕ çул вĕçĕнче хута янă. Плансем пысăк: çав станцисен малалли черечĕсене тумалла, çакăнпа вара холдингăн «хĕвел программи» хальлĕхе вĕçленет. Пирĕншĕн, паллах, Т Плюс çак программăна пурнăçламашкăн Чăваш Енре туса кăларакан фотоэлементсемпе усă курнипе пысăк пĕлтерĕшлĕ — хĕвел батарейисене Çĕнĕ Шупашкарти «Хĕвел» предприятире хатĕрлеççĕ.
Çакăн çинчен «Мари Эл тата Чăваш Ен» филиалăн тĕп инженерĕ Сергей Ушаков нумай каласа пама пултарать ĕнтĕ, вĕл Шупашкара куçиччен шăпах Оренбург тăрăхĕнчи гелиостанцисен строительствин сферинче тăрăшнă. Анчах паян тема урăххи — хĕле мĕнле ирттернине тата çуллахи юсав кампанине сÿтсе яватпăр.
Филиал станцийĕсенче энерги туса кăларасси пирки каланă май Сергей Анатольевич ТЭЦсем «пÿлмене» хывакан гигакалорисен калăпăшĕ çанталăкран нумай килнине палăртрĕ. 2018 çулта Чăваш Енри икĕ электростанци потребительсене 3669 пинрен кăшт ытларах Гкал ăшă энергийĕ /2017 çулта – 3375 Гкал яхăн/ панă. Условнăй «Чăваш Енре туса кăларнă» маркăллă производство калăпăшĕ пысăкланни 2018 çулхи нарăс-пуш тата чÿк-раштав уйăхĕсенче çанталăк 2017 çулхинчен сивĕрех пулнипе сăлтавланнă. Чăн та, кунта, паллах, Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти промышленноç предприятийĕсем пăспа усă курасси ÿснин витĕмĕ те хăйĕн тÿпине хывнă.
Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра илес тĕк — ăна филиал «штатлă режимпа» ирттернĕ, курăмлă асăрхат-тарусемсĕр. Энергообъектсен шанчăклă ĕçĕн никĕсĕнче, иккĕленмест тĕп инженер, оборудование, сетьсене тата персонала хĕле тĕплĕ хатĕрлени.

Çунана маларахах хатĕрлетпĕр

Çитес хĕле хатĕрленессипе килĕшÿллĕн филиал кăрлачрах 2019 çулхи юсав программине пурнăçлама пикеннĕ — пысăк энергетикăра йăли çапла. Станцисенче кăçал 10 пăс турбинине тата 12 энерги кăмакине юсама палăртнă. Чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсен шутĕнче — Çĕнĕ Шупашкарти 7 ; турбоагрегатăн капиталлă юсавĕ. Сăмах май, çиччĕмĕш турбинăна пирĕн вулакансем те лайăх пĕлме тивĕç. Энергохолдингăн ДПМ программипе килĕшÿллĕн 2014 çулта хута янăскер, çавăн чухнех монтажниксенчен пĕрин çăмăл аллине пула хĕрарăмăн илемлĕ ятне — «Лида» — ят панăскер пирки эпир ун чухне тĕплĕ çырнăччĕ. Ăна хута янăранпа пĕтĕмпе те пилĕк çул кăна — халех тĕпрен юсамалла-и?
Сергей Анатольевич «пÿрне хуçса» тенĕ пек ăнлантарнă тăрăх, ĕçĕ акă мĕнре: ТЭЦăн тĕп обору-дованийĕ температурăпа пусăмăн питĕ пысăк параметрĕсенче ĕçлет, çавăнпа ăна пилĕк çулта пĕрре «уçса» пăхмаллах.
Шупашкарти 2-мĕш ТЭЦра иккĕмĕш турбоагрегатăн вăтам юсавне ирттерме палăртнă, иккĕмĕш башня градирнине реконструкцилемелле, пĕрремĕшне тĕпрен юсамалла. Кусем — Шупашкарта инçетренех курăнакан, пăсăн шурă пĕлĕчĕсемпе «пашкакан» питĕ пысăк сооруженисем, шыва сивĕтекенскерсем. Кунтах çу уйăхĕн пуçламăшĕнче тĕп тĕтĕм мăрйине юсама тытăннă. Вăл республика тĕп хулинчи чи вăрăм сооружени пуль — унăн çÿллĕшĕ 250 метрпа танлашать. Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш ТЭЦра улттăмĕш кăмака агрегачĕ çинче вăтам юсав ĕçĕсене пурнăçламалла.
Ăшă сечĕсен хуçалăхĕ çине те алă сулман. Вăл, Сергей Ушаков хакланă тăрăх, «кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра питех те япăх мар ирттерчĕ». Ăшă трассисем çинче те кирлĕ техника мероприятийĕсене туллин пурнăçлĕç. Çав шутра — гидравлика тĕрĕслевĕсем. Çĕнĕ Шупашкарта пăрăхсем пысăк пусăмпа çыхăннă çирĕплĕх экзаменне тÿссе ирттернĕ ĕнтĕ — кăлтăксемсĕр. Шу-пашкарта тĕрĕслевсене çĕртме уйăхĕн 15-17-мĕшĕсенче йĕркелĕç.
Юсав кампанийĕн тĕп пайне энергетиксем çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăрсен хушшинчи вăхăтра пурнăçлама шантараççĕ — çу уйăхĕнчен пуçласа авăн уйăхĕччен. Тепĕр тесен, ĕçсен пысăк пайне пурнăçланă та ĕнтĕ — генерацин тĕп оборудованийĕн палăртнă 22 объектĕнчен 13-шĕн юсавне вĕçленĕ. Оборудование юсама, реконструкцилеме, техникăна çĕнетме филиал кăçал 550 миллион тенкĕ патнелле уйăрать. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, çак виçе те самай пысăкрах.

Культурăллă потребительсен хули

Пулăшу ĕçĕсен шанчăклăхĕпе пахалăхне ÿстерес енĕпе çине тăрса ĕçленине кура компани хăйĕн клиенчĕсем вĕсемшĕн тÿлессипе çыхăннă тивĕçе яваплăха туйса пурнăçласса кĕтет. Шел те, çак шанăç яланах тÿрре тухмасть. «ЭнергосбыТ Плюс» АОн «Мари Эл тата Чăваш Ен» филиалĕн директорĕ Вячеслав Зданович палăртнă тăрăх, çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне икĕ республикăри потребительсен энергокомпани умĕнчи парăмĕн пĕтĕмĕшле виçи 1,4 миллиард тенке яхăнах капланнă. Çав шутран пысăк пайне, 1,2 миллиард тенкĕ ытла, Чăваш Енри потребительсем тÿлесе татман.
Вячеслав Юрьевич — пирĕн республикăра çĕнĕ çын, вăл та кунта Оренбург облаçĕнчен куçнă, филиал тилхепине пресс-конференци умĕн кăна тытнă темелле. Шупашкар кăмăллă тĕлĕнтернине пытармасть: «Илемлĕ, илĕртÿллĕ архитектурăллă, Европăри пек таса хула. Мана çакăн пек лайăх хулара ĕçлеме пÿрнĕшĕн питĕ савăнатăп». Вăл хула тирпейлĕхĕ унта пурăнакансен культури çинче никĕсленни пирки иккĕленмест, çавна май лайăх çак йăласем усă курнă энергоресурссемшĕн тÿлемелли тивĕçе пурнăçлассипе çыхăннă культурăна та ырă витĕм кÿрессе питĕ шанать.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.