Комментировать

15 Мая, 2019

Чӑваш Енре сывлӑхлӑ пулни модӑра

Паян ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов массӑллӑ информаци хатĕрӗсенче ӗҫлекенсем валли пресс-конференци ирттерчӗ. Ӗҫлӗ тӗл пулура наци проекчӗсене епле пурнӑҫланипе паллаштарчӗ. Уйрӑммӑн илсен сывлӑх сыхлавӗнче юлашки ҫулсенче тунӑ ӗҫ-хӗл ҫинчен каласа пачӗ.

Сӑмахран, паянхи куна Чӑваш Енре 179 ФАП тунӑ. Кӑҫал ҫавӑн пекех арҫын сывлӑхне ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ проектпа ӗҫлеме пуҫланӑ. "Земство тухторӗ" проект та аванах пурнӑҫланать. "Чӑваш Енре сывлӑхлӑ пуласси модӑра. 2024 ҫул тӗлне республикӑра халӑхӑн 55 процентне сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма хӑнӑхтарасшӑн. Халӗ вара 45 проценчӗ физкультурӑпа туслӑ", - терӗ министр.

Тӗплӗнрех "Хыпар" хаҫатӑн черетлӗ кӑларӑмӗнче вуласа пӗлме пулӗ.

www.hypar.ru

Рубрика: