Комментировать

13 Мая, 2019

Уçă алăксен кунĕнче сывлăха тĕрĕсленĕ

Çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевпе Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕн министерствин медицина учрежденийĕсенче Уçă алăксен кунĕсем иртеççĕ.

Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче республикăри клиника больницинче темиçе тухтăр çынсене йышăннă, 35 пациента медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. Тĕп хула больницине çав кун 604 çын пынă, çав шутра 70-шĕ — талонсăр. Пурне те пулăшупа тивĕçтернĕ. Çынсем ытларах акушер-гинеколог, невролог, хирург патне килни паллă.

2-мĕш хула больницин поликлиникинче 186 çынна йышăннă, 71-шĕ сывлăха тĕплĕн тĕрĕслеттернĕ. Çитес Уçă алăксен кунĕ çак больницăсенче çĕртмен 8-мĕшĕнче иртĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: