Комментировать

7 Мая, 2019

Пĕр проект пурнăçланать

Федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юхан шывĕсен хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме пулăшакан канашăн виççĕмĕш ларăвне кăçалхи çу уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче Шупашкарта ирттересси çинчен «Хыпар» пĕлтернĕччĕ.

Ăна Чăваш Енĕн тĕп хулинче йĕркелеме икĕ çĕршыв регионĕсен «Атăл-Янцзы» формачĕн пĕрлехи ĕç ушкăнĕн ларăвĕнче 2017 çулхи раштав уйăхĕнче йышăннă. Çумпредседателĕсем кăçалхи ака уйăхĕнче Пекинра тĕл пулсан çак сĕнĕве хапăлласах ырланă.
Республикăн Министрсен Кабинечĕ ларăва Шупашкарта ирттерме тĕплĕн хатĕрленет. Чăваш Ен тата Аньхой, Сычуань, Хубэй, Хунань, Цзянси провинцийĕсем, Чунцин хули пĕр-пĕринпе экономи-ка, суту-илÿ, наукăпа техника, гуманитари çыхăнăвĕсене лайăхрах йĕркелесен асăннă регионсен производствине, культурине, вĕрентĕвне аталантарма хушма çулсем уçăлассине пурте пĕлсе тăраççĕ.
Ларăва пирĕн патра йĕркеленине пысăк пĕлтерĕшлĕ çак сăлтавпа та çыхăнтарас килет. Чăваш Ене инвестици сывлăш пек кирли пирки сăмах нумай ваклас килмест. Пасар экономикинче укçа-тенкĕ тĕп вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Республикăна инвестици нумай хывсан çеç отрасльсем темиçе хут лайăхрах аталанĕç, производствăра çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕç, çынсем тупăш тума республика тулашне сахалрах кайĕç.
Çак тĕллев пурнăçланма тытăнчĕ ĕнтĕ. «Сычуань-Чăваш Ен» агропромышленноçăн суту-илÿ компанийĕ Пăрачкав районĕнче 10 млрд тенкĕлĕх инвестицие ял хуçалăх продукцийĕ туса илме явăçтарать. Сĕте тирпейлекен производствăра вырăнта пурăнакан 200-300 çын ĕçлĕ. «Чăваш Еншĕн ку нумай мар», — тейĕ хăшĕ-пĕри. Çапла, пĕр регионшăн кăна мар, районшăн та çителĕксĕр вăл. Анчах Китайри пĕр компани процентлă пысăк кредит илсе пирĕн патра 10 пин ытла ĕне выльăх усрамалли, юр-вар хатĕрлемелли завод тăвас ĕçе пуçăннăшăн пĕрле савăнар-ха! Мĕншĕн тесен çĕршыври, чикĕ леш енчи пуян инвесторсене республикăна илсе килме, вĕсен укçине явăçтарса производство пуçласа яма питĕ йывăр.
Инвесторсем Чăваш Ене килсе укçа хывиччен тупăш илĕпĕр-ши тесе çĕр хут шухăшласа пăхаççĕ. Республика ертÿçисем иртнĕ 20 çул хушшинче вырăнта производство йĕркелеме çĕр-çĕр компание йыхравланă. Анчах пĕчĕк проценчĕ çеç килсе продукци туса кăларма тытăннă. Çавăнпа паян инвесторсене сивĕтесси мар, производство пуçарма май туса парасси пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Чăваш Ен ертÿлĕхĕ çакна лайăх ăнланса «Атăл-Янцзы» формата кĕрекен регионсен канашĕн ларăвне çÿллĕ шайра ирттерме хатĕрленни савăнтарать. Китайран килекен делегаци Шупашкарта ĕçленĕ кунсенче «Акконд», «Каскад», «Чăвашторгтехника», «Химпром» обществăсенче, ял хуçалăх организацийĕсенче пулса производствăпа паллашнă чухне ĕç çыннисене пырса тивекен проектсене сÿтсе явасса шанас килет.
Информацин Мускаври йышлă хатĕрĕсем иртнĕ çулсенче Китайран ĕçлеме килнисем Инçет хĕвел тухăçĕнче, Раççейĕн ытти регионĕнче минерал удобренийĕпе агротехнологире пăхнă нормативран ирттерсе усă курни — пахча çимĕç çитĕнтерни — çинчен нумай шавларĕç. Çапла майпа вĕсене хирĕç тăратма хăтланчĕç. Çак ыйтăва урăх енчен пăхар-ха. Саккунпа килĕшÿллĕн çирĕп тĕрĕслесе тăмасан тата çийĕнчех явап тыттармасан хими удобренийĕпе кирек хăш халăх çыннисем те ытлашши усă курма пултараççĕ.
Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта «Атăл-Янцзы» формат шайĕнче федерацин Атăлçи округĕнчи, Тури тата Вăта Янцзы юхан шывĕн хутлăхĕнчи провинцисенчи аслă вĕренÿ заведенийĕсен ассоциацийĕн ларăвне ирттерме палăртнă. Унта республикăри вузсен представителĕсем те хутшăнĕç. Икĕ çĕршыври вузсенче вĕренекенсен туслăхĕ çирĕпленсех пырать. Сăмахран, 2017-2018 çулсенче Китайран Атăл тăрăхне килнĕ 855 студент вĕреннĕ, Атăлçирен Китая кайнă 255 çамрăк пĕлÿ пухнă.
Республикăра пурăнакансенчен нумайăшĕ тулашра ĕçлесе пурăннине, çакă çемьесен умне тĕрлĕ йывăрлăх кăларса тăратнине пурте пĕлетпĕр. Тĕрлĕ майпа усă курса ĕçпе вырăнтах тивĕçтермелле. «Атăл- Янцзы» формат ку тĕллеве пурнăçлама май туса парать. Апла пулсан çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче инçетри хăнасене çăкăр-тăварпа тата ăшă кăмăлпа кĕтсе илер.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.