Комментировать

8 Мая, 2019

«Чăваш хĕрарăмĕ» 17 (1092) № 08.05.2019

* Тихоновсен килĕнче виçĕреш çураласси йăхран-йăха куçать. 1932 çулта Шăмăршă районĕнчи Ярăславра тĕпленнĕскерсен виçĕ хĕрача çуралнă. Анчах выçăллă-тутăллă тапхăрта çут тĕнчене килнĕскерсен пурăнас кунĕ нумаях пулман. Ачасен кун-çулĕ çулталăка çитичченех татăлнă. Çакăн хыççăн Пÿлĕхçĕ тепĕр хутчен виçĕреш парнелессе кĕтме пуçланă вĕсем. Ку вăхăт чăнахах çитнĕ: 8 çул каялла Иванпа Валентина Тихоновсен çемйине тÿрех виçĕ кайăк вĕçсе кĕнĕ.

«Ас ту, Иван, ăрат хăйне евĕрлĕхĕ санăн çемьене лекме пултарать», — юнаса калатчĕ виçĕреш çуратнă асламăшĕ. Ăçтан пĕлнĕ-ши вăл?» — пĕр тĕлĕнсе, пĕр савăнса аса илет кинĕ Валентина Евгеньевна. Сăмах май, ун чухне Иванпа Валентина Тихоновсем икĕ хĕр çитĕнтернĕ (Калаçма Шупашкарта вĕрентнĕ. Марина ТУМАЛАНОВА)

* Лаша вырăннĕ хăй кÿлĕннĕ

* Арçын вĕт

* Вăй питти ÿсĕмри арçынсен сывлăхĕ хавшани çĕршыв аталанăвĕшĕн — чăн-чăн инкек. Хĕрарăмсеннипе танлаштарсан арçынсен пурнăç тăршшĕ — чылай кĕскерех. Кунашкал лару-тăру демографие те япăх витĕм кÿрет. Çавна пула арçынсен сывлăхне упрас ыйту çĕршыв ертÿлĕхĕн шайнех çĕкленчĕ.
Этемлĕх вăйлă çурри хăйĕн хăватне-сывлăхне ан çухаттăр тесе пирĕн республика влаçĕ те тимлĕхе ÿстерме палăртрĕ. 2018 çулта Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерстви «Арçынсен репродуктивлă сывлăхĕ тата нумай пурăнаслăхăн хастарлăхĕ» проект пуçарчĕ. Пуçламăш утăмсем мĕнлерех ÿкерчĕкпе палаштараççĕ-ха? Арçынсен сывлăхĕ вăтамран мĕнлерех шайра? Ыйтусен хуравне тупма асăннă проект координаторĕ, республикăри Медицина васкавлă пулăшăвĕн больницин тĕп тухтăрĕ Ильдар АБЫЗОВ патне çитрĕмĕр
(Арçынсен сывлăхне тĕрлĕ енлĕн тĕрĕслеççĕ)

* Тухтăрпа васкавлă канашламалли сиксе тухсан эсир мĕн тăватăр? Муркаш ялĕнче пурăнакан ашшĕ-амăшĕн вара ку тĕлĕшпе нимĕнле йывăрлăх та çук — вĕсен пурин те вырăнти участок педиатрĕн телефон номерĕ алă айĕнчех. Пулма пултараймасть тетĕр-и? Зоя Андреева каласа кăтартнине итлесе ларнă май, тĕрĕссипе, малтанах манăн та çакăн пек шухăшах çуралчĕ. Паян та çакăн пек тухтăрсем пур-и вара? Тĕлĕнмелле ырă чун-чĕреллисем. Ĕçе чун хушнипе пурнăçлакансем… Хăйĕн те шăпи тÿрĕ те тикĕс килмен çак хĕрарăмăн, темĕн те тÿссе ирттерме тивнĕ пурнăçра унăн. Ĕмĕрлĕх пĕр çухату хыççăн — тепри... Пур пĕр чунĕпе хытман çак тĕнчене çынна пулăшма килнĕскер (Чăваш хĕрарăмĕнчен вĕренме Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен килеççĕ)

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.