Комментировать

* Çулсен ыйтăвĕн тишкерĕвĕ çакăнпа вĕçленчĕ тенĕччĕ, анчах калаçăва ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев хутшăнчĕ. Çак кунсенче хăй Канаш тăрăхĕнче темиçе хут та пулнă май унта çулсене йĕркене кĕртес ĕçе пачах та пуçăнманни пирки пĕлтерсе калаçăва хивре сĕм кÿчĕ: «Хĕлле сапнă хăйăра та тасатман!» Разметка та çук: «Çулсем çине ÿкерекен йĕрсем тĕлĕшпе, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, çулталăклăх гаранти пулмалла, сирĕн вара вăл темшĕн виçĕ уйăхранах те çийĕнсе пĕтет, те пăсланать…» (Паттăр танкист Семен Коновалов кинона чĕнет. Николай КОНОВАЛОВ)

* Ленин ячĕллĕ ЯХПК-колхоз Шупашкар районĕнче çеç мар, республикăра та чи пысăк та вăйлă хуçалăхсенчен пĕри. Территорийĕ Çĕрпÿ хулинчен пуçласа Кÿкеç поселокĕ таранах, усă куракан çĕр лаптăкĕпе районта виççĕмĕш вырăнта. Уй-хиртен, выльăх-чĕрлĕхрен кĕрекен продукци калăпăшне ÿстерсе пырса çулсерен ăнăçлă аталанать. Унта райадминистрацин тĕп специалисчĕпе Георгий Мироновпа çул тытрăмăр. Петр Тунгулов председатель çуракине хуçалăх кăçал та пур енĕпе те тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илнине палăртрĕ (Асаттесен меслетне те манмаççĕ)

* Тăрăшсах культурăсене апатлантарар

* Çĕр ыйтăвĕ Аслă суда та çитерет

* Туслă çыхăну шанăç кÿрет

* Сычуань-Чăваш Ен: тĕллев еплерех пурнăçланать?

* Шупашкарта пурăнакан Александр Смирнов ахаль ларма хăнăхман. Тăхăр теçетке çул урлă каçнă пулин те портретсем тăвать, йывăçран тĕрлĕ япала ăсталать. Александр Дмитриевич нумаях пулмасть редакцие хăйĕн ĕçне йăтса килчĕ. Вăл Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул çитнине халалласа çул юппинче палăк лартма сĕнет (Уяв тĕлне - палăк)

www.hupar.ru
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.