Комментировать

29 Апр, 2019

Чăваш Ен чысне чи вăйлă 10 ухăçă хÿтĕленĕ

Алушта хулинче ухăран перессипе Раççей первенстви вĕçленнĕ. Ăмăртăва Раççейĕн 33 регионĕнчи 311 çамрăк спортсмен хутшăннă. Чăваш Ен чысне чи вăйлă 10 ухăçă хÿтĕленĕ.

Тупăшу икĕ виçе категорийĕнче — 2005-2002 тата 2001-1999 çулсенче çуралнă каччăсемпе хĕрсен хушшинче иртнĕ. Юниорсем 30 метртан тытăнса 90 метр инçĕшĕнчен перессипе ăмăртнă, кадетсем — 30 метртан тытăнса 70 метр таран. Командăпа та вăй виçнĕ.

Çакна палăртма кăмăллă: 20 çулчченхи юниорсен хушшинче çĕнтерÿçĕ ятне пирĕн ентеш Роман Ефимов тивĕçнĕ. Надежда Сорокинăпа иккĕшĕ тупăшса пьедесталăн 2-мĕш картлашки çинее хăпарнă. Арту Гареевпа Дарья Федорова «кĕмĕллĕ» пулнă.

Раççей первенствинче лайăх кăтартусемпе палăрни Роман Ефимова нацин пĕрлештернĕ командин йышне кĕме, çурла уйăхĕн 5-12-мĕшĕсенче Мадридра /Испани/ ухăран перессипе иртекен Тĕнче чемпионатĕнче хутшăнма май парать. Спортсмен Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Максим Яриков патĕнче ăсталăха туптать.

www.hypar.ru

 

Рубрика: