Комментировать

29 Апр, 2019

Шупашкарта йĕркелĕхе пилотсăр вĕçев аппарачĕпе сыхлĕç

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партипе профсоюзсем пĕрле йĕркелекен мероприятисемсĕр пуçне ытти парти те митингсем ирттерессине палăртрĕ: коммунистсем, эсерсем…

Хăрушсăрлăха тивĕçтерес тĕлĕшпе мерăсем йышăннă, полицин 700 сотрудникне явăçтараççĕ, тĕп хулара йĕркелĕхе пилотсăр вĕçев аппарачĕпе усă курсах сыхлĕç. Уява хутшăнакан халăх Чапаев скверĕнчен 10 сехетре хускалса Хĕрлĕ лапама утса анать, çавна май Ленин проспекчĕ, Карл Маркс урамĕ транспортшăн 13 сехетчен хупăнать, çав шутра общество транспорчĕ те çак урамсемпе çÿремĕ. Çĕнĕ кăнтăр районĕнчен килекен троллейбуссем вокзал патне çитсе каялла çаврăнĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: