Комментировать

26 Апр, 2019

Уяв тĕлне - Туслăx аллейи

Чăваш Республикин Патшалăх Канашне йĕркеленĕренпе кăçал 25 çул çитет. Паллă çак пулăма халалласа паян парламентарисем тата ветерансем Шупашкарти Президент бульварĕнче йывăç лартрĕç.

"Туслăx аллейи" пулĕ кунта", - терĕ ЧР Патшалăx Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова. Спикер пурне те Раççей парламентаризмĕн кунĕпе - ăна ака уйăxĕн 27-мĕшĕнче паллă тăваççĕ - саламларĕ.

Йывăç лартма Чăваш Республикин Пуçлăxĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Вăл Туслăх аллейи хулана илем кÿрессе шаннине пĕлтерчĕ: кăçал Шупашкар хулин 550 çулхи юбилейне паллă тăватпăр-çке.

Сăн ÿкерчĕксем...

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: