Комментировать

25 Апр, 2019

Тантăш № 16 (4634) 25.04.2019

Сăмах май, ача чухне пирĕн кăларăмсемпе çыхăну тытнисем, ун чухнехи лауреатсем — паян республикăра паллă çынсем. Вĕсенчен хăшне-пĕрне çеç аса илер: Марина Карягина поэтесса, Мальвина Петрова тележурналист, Борис Чиндыков çыравçă, ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров, Рената Волкова радиожурналист, Олеся Игнатьева спортсмен, «Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев тата ыттисем. Малтанхи утăмĕсене вĕсем шăпах «Тантăш» /«Пионер сасси»/ хаçатран пуçланă. Нумай çул «Тантăшăн» тĕп редакторĕнче тăрăшнă Галина Платонова редакцие çыру хыççăн çыру ăсатакансене асрах тытнине, вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăннине пĕлтерчĕ (Çамрăк корреспондентсемпе тĕл пултăмăр. Лариса ПЕТРОВА)

* ЧР самбо шкулĕнче ăсталăхне туптакан Татьяна Федорова Кипртан ылтăн медальпе таврăннă. Вăл 44 килограмлă виçе категорийĕнче Украина, Беларуç тата Армени спортсменĕсене хыçа хăварнă (Ăмăртуран таврăннă)

* Чăвашла сăвă калакансен «Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш — 2019» инçет видеоконкурсĕ кăçал 4-мĕш хут иртрĕ. Видеоконкурса Муркаш, Элĕк районĕнчен уйрăмах нумаййăн килнĕ. Тутар Республикинчен, Чĕмпĕр облаçĕнчен ытти чухнехинчен чылайрах хутшăнни жюрие савăнтарнă. Иртнĕ çулсенче Тутарстанран 10-15 ача пултарулăхне тĕрĕслеме кăмăл тунă пулсан кăçал вĕсен йышĕ 100-тен те иртнĕ (Пурăнать чăвашлăх)

* Хаклă тупра

*  Космос çул çÿревĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.