Кăлканлă çеçен хир ытамĕнче
Эрĕнпур хутлăхне - кăлканлă çеçен хир ытамне - шăпах вун пилĕк çул каялла çитсе килнĕччĕ. Ун чухне Абдулино районне кĕрекен Ялпай ялĕнче пĕрремĕш хут облаçре пурăнакан чăвашсен Акатуйĕ иртнĕччĕ. Ун чухне ăна хăйĕн ячĕпе мар, культура уявĕ тесе палăртнăччĕ.
Çак кунсенче татах пулма тÿр килчĕ Эрĕнпурта. Хальхинче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн йышĕпе. Паллă коллектив федерацин Атăлçи округĕнчи театрсен пĕрремĕш фестивальне хутшăнчĕ. Ăна Эрĕнпур кĕпĕрнине туса хунăранпа - 270 тата Эрĕнпур облаçне йĕркеленĕренпе 80 çул çитнине халалланă.
Фестиваль пирки сăмах тапратиччен çакна палăртасшăн: Эрĕнпур çĕрĕ чăваш халăхне паллă, талантлă çын сахал мар парнеленĕ. Вĕсенчен пĕри - В.Иванов-Паймен писатель. Вăл 1907 çулта Грачевка районĕнчи Тури Игнашкино ялĕнче çуралнă. Çыравçăн чи пысăк çитĕнĕвĕ, пирĕн шухăшпа, «Кĕпер» романĕпе çыхăннă. 1972 çулта асăннă кĕнеке авторĕ К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх премине тивĕçнĕ. Пĕтĕм чун-кăмăлпа сăнласа кăтартнă вăл тăван çĕрне-шывне çак романра.
Кунта хăй вăхăтĕнче /1932-1937/ Абдулино районĕнчи Карми ялĕнчи шкулта Г.Т.Тимофеев ĕçлесе пурăннă. Григорий Тимофеевич халăх сăмахлăхне - юмах-халап, ваттисен сăмахĕсемпе юрăсем - çырса илнĕ, чăвашсен авалхи йăли-йĕркине тĕпченĕ.
Ăсчахсем, тĕпчевçĕсем çакна палăртаççĕ: Эрĕнпур тăрăхне чăвашсем вун улттăмĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çуррипе вун çиччĕмĕш ĕмĕрте куçса кайма пуçланă. Çĕнĕ çĕре каякансенчен пысăк пайĕ анатрисем пулнă. Йăхташăмăрсене кунта пур çĕрте те тĕл пулатăн, çапах та ялĕ-ялĕпе вĕсем Абдулино, Грачевка, Курманай, Сорочи районĕсенче тымар янă. Вун саккăрмĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче чăвашсем ку тăрăхри пĕтĕм халăхăн 0,03 проценчĕпе танлашнă пулсан, вун тăххăрмĕш ĕмĕр тĕлне асăннă кăтарту 5,5 процента çитнĕ. 2010 çулхи çырав тăрăх хальхи вăхăтра облаçре 12,5 пин чăваш пурăнать /2002 çулта - 17,2 пин/.
«Мунча кунĕ» халăхсене çывăхлатрĕ
Çĕр-шывра театрпа çыхăннă тĕрлĕ фестиваль иртет. Культура çулталăкĕнче Эрĕнпурсем сулмаклă утăм тунă: федерацин Атăлçи округĕнчи театрсене хăйсем патне пуçтарнă. Фестиваль çĕртме уйăхĕн 10-16-мĕшĕсенче иртрĕ. Чăваш академи драма театрĕ унта Арсений Тарасовăн «Мунча кунĕ» пьесипе лартнă спектакльпе хутшăнчĕ. Пирĕннисемсĕр пуçне тата çак коллективсем пулчĕç: М.Горький ячĕллĕ Эрĕнпур патшалăх драма театрĕ, А.Луначарский ячĕлллĕ Пенза патшалăх облаç драма театрĕ, Г.Камал ячĕллĕ Тутар патшалăх академи театрĕ, М.Гафури ячĕллĕ Пушкăрт академи драма театрĕ, М.Горький ячĕллĕ Самар академи театрĕ, А.Гончаров ячĕллĕ Чĕмпĕр драма театрĕ, А.Слонов ячĕллĕ Сарă ту патшалăх академи драма театрĕ, М.Горький ячĕллĕ Чул хула патшалăх драма театрĕ, М.Горький ячĕллĕ Коми-Пермяк наци драма театрĕ, Мордва патшалăх наци драма театрĕ, М.Шкетан ячĕллĕ Мари наци драма театрĕ. Хăна шучĕпе Александр Калягин ертсе пыракан «Et Cetera» Мускав театрĕ хутшăнчĕ.
Эрнене тăсăлнă марафон вăхăтĕнче курав залĕсем /М.Горький ячĕллĕ Эрĕнпур патшалăх драма театрĕ, Музыка камичĕн патшалăх театрĕ, М.Файзи ячĕллĕ тутар драма театрĕ/ тĕрлĕ халăх чĕлхипе - ултă чĕлхепе - янăрарĕç.
Фестиваль М.Горький ячĕллĕ Эрĕнпур патшалăх драма театрĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Хăнасене облаç кĕпĕрнаттăрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Берг саламларĕ. Вăл çак шухăша палăртрĕ:
- Эрĕнпур кĕпĕрнин - 270, облаçăн 80 çулхи юбилейĕсене паллă тунă тата Раççейре Культура çулталăкне ирттернĕ çул эпир федерацин Атăлçи округĕнчи чи лайăх коллективсене йышăнтăмăр.
Европăпа Ази чиккинче тăнă, çак континентсене территори тĕлĕшĕнчен пĕрлештернĕ май эпир Раççейĕн культура çыхăнăвĕсемпе йăли-йĕркине, çĕр-шывăн нумай нациллĕ халăхĕсен хутшăнăвĕсене çирĕплетме тивĕç. Театр яланах тĕрлĕ ăрăва, çĕр-шыва, халăха çыхăнтаракан вăчăра пулнă.
Фестиваль Александр Калягин театрĕ У.Шекспирăн «Буря» трагикамичĕпе лартнă спектакльпе уçăлчĕ. Ăна Роберт Стуруа лартнă. Асăннă режиссер Шекспирăн чаплă пур ĕçне те сцена çине кăларнă. Хальхинче ăна Георгий Алекси-Месхишвили художник тата Гия Канчили композитор пулăшнă. Çут çанталăкăн пур вăрттăнлăхĕпе усă курма пĕлекен Просперо ролĕнче - Раççей халăх артисчĕ Александр Калягин.
Критиксен коллегийĕ пирки те асăнса хăвармалла. Ăна искусствоведени докторĕ, ăслăлăхăн тава тивĕçлĕ деятелĕ, Раççей театр искусствин /ГИТИС/ чикĕ леш енчи театр историйĕн кафедрин пуçлăхĕ Алексей Бартошевич профессор ертсе пычĕ.
Чăваш театрĕ хăйĕн спектакльне Музыка камичĕн театрĕн сцени çинче кăтартрĕ. Пирĕн ĕçпе Казахстан Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Казах наци искусствин университечĕн искусствоведени кафедрин профессорĕ Аширбек Сыгай* РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ярославль патшалăх театр институчĕн профессорĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Маргарита Ваняшова тата Эрĕнпур хулинчи театровед, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Евгения Павлова паллашрĕç. Критиксем каярах спектакле тишкерсе тивĕçлĕ хак пачĕç.
Унччен вара «Мунча кунĕ» драма мĕнле иртнипе, Эрĕнпур кураканĕн шухăшĕпе вулакансене паллаштарар-ха. Асăннă спектакле Чăваш академи драма театрĕн сцени çинче курнă, унти ĕç-пуç мĕнле çаврăнса пынине пĕтĕмпех пĕлетĕп темелле. Артистсем хальхинче тата вăйлăрах, ĕненмелле вылярĕç. Çук, вылямарĕç, хăйсене шанса панă рольпе пурăнчĕç. Кĕтерук ролĕнчи Раççей халăх артистки Нина Яковлева, Мисаила сăнарлакан Евгений Урдюков уйрăмах ăсталăхпа палăрчĕç.
Залра чăвашсем ларнишĕн уйрăмах савăнтăм. Вĕсене явăçтарас тĕлĕшпе Эрĕнпур облаçĕнчи чăваш наци культура обществи начар мар ĕçленĕ. Наушникпе ларакансене те асăрхарăм. Кусем - вырăса çаврăннă чăвашсем, фестивале хутшăнакансем - Чăваш академи драма театрĕн ăсталăхĕ пирки сахал мар илтнĕскерсем. Хула çыннисем те пурччĕ.
Спектакль куракана килĕшнине çак пулăмпа та палăртма пулать: вăл е ку сцена вăхăтĕнче кĕтмен-туман çĕртенех тăвăллăн алă çупаççĕ, роле калăплакансем ташланă вăхăтра залра ларакансем вĕсене каллех алă çупса хавхалантараççĕ.
Ватă кинемей Кĕтерук тата çула çитмен айванкка Мисаил хутшăнăвĕ кирек кама та шухăшлаттарĕ, кирек камăн чĕрине те хускатĕ. Вĕсен сыв пуллашăвĕ чуна пырса тивмелле пулчĕ. Чăтаймарăм, спектакль хыççăн Мисаил ролĕнчи Евгений Урдюковран: «Пит çăмарти тăрăх пĕр чарăнайми куççулĕ юхрĕ. Мĕн пирки аса илсе макăртăн çав вăхăтра?» - тесе ыйтрăм. «Ним пирки те,- пулчĕ хурав. - Сăнар пурнăçне кĕрсе каятăн та ... хăй тĕллĕнех куççуль шăпăртатса юхать».
Чаршав хупăнчĕ. Халăх ура çине тăрса тăвăллăн алă çупать. Сцена çине фестиваль директорĕ Павел Церемпилов тата Эрĕнпур облаçĕнчи чăвашсен наци культура автономийĕн председателĕ Петр Семенов хăпарчĕç. Фестиваль директорĕ «Мунча кунĕ» спектакль режиссерне Наталья Сергеевăна фестивале хутшăннăшăн диплом пачĕ, драмăри тĕп сăнара калăплакана - Раççей халăх артисткине Нина Яковлевăна - Эрĕнпур мамăк тутăрне парнелерĕ. Йăхташăмăрсем те пушă алăпа пыман. Петр Ильич облаçри чăвашсен ячĕпе чун-чĕререн тав турĕ. «Чăваш академи драма театрĕ Эрĕнпур çĕрĕ çинче пулни - унта тĕпленсе пурăнакан ентешсемшĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм», - терĕ. - Эсир пире çĕнĕ туйăм, асамлăх тĕнчи парнелерĕр, малалла пурăнма тĕллев палăртрăр. Сире татах кĕтетпĕр».
Куравçăсен шухăшĕпе кăсăклантăм.
Васса Николаева:
- Мăшăрăмпа, Василий Васильевичпа, хăй вăхăтĕнче Шупашкарта питĕ нумай пулнă. Эпĕ Етĕрне районĕнче çуралса ÿснĕ. Кăкшăмра аппа пурăнать-ха. Чăваш театрне ача чухнех килĕштернĕ. Халĕ тăван тăрăхран инçетре, унти артистсен пултарулăхĕпе паллашма май килнишĕн чун-чĕререн хĕпĕртерĕм.
Спектакль питĕ килĕшрĕ. Паянхи пурнăçри çивĕч ыйтусене тарăн хускатнă. Шухăша яраççĕ вĕсем: эпир çак тĕнчере тĕрĕс пурăнатпăр-и? Тавтапуç артистсене, спектакле лартакансене. Чунпа каллех тăван хутлăха çитсе килме пулăшрĕ вăл.
Лидия Самарцева, Абдулино районĕнчи Артемьевка ялĕнче пурăнакан:
- Пирĕн ялта чăвашсем пурăнаççĕ. Тăван чĕлхепех калаçатпăр. Хăй вăхăтĕнче шкулта чăвашла вĕрентнĕ. Халĕ факультатив майĕпе çеç. Пирĕн патăмăрта чăваш театрĕсем пĕрре те пулман, эстрада артисчĕсем çеç вăхăтран-вăхăт пырса çÿреççĕ. Çавăнпа та Чăваш академи театрĕн спектакльне пăхма май пуррине пĕлсенех пĕтĕм ĕçе пăрахса хулана çул тытрăм. Паян хама çĕнĕрен çуралнăнах туятăп.
Упăшка вырăс пулнăран хĕрĕме чăвашла вĕрентмен. Яла кайсан унта шăпах Чăваш Енрен эстрада юрăçисем пынăччĕ. Хĕрĕм Надежда, хăй бухгалтер пулсан та, питĕ кăсăкланчĕ вĕсемпе. Чăваш юррисем питĕ килĕшрĕç ăна. Çавăн хыççăн хăй те чăвашла вĕренме, юрлама пуçларĕ, Эрĕнпурта чăвашсен «Палан» фольклор ушкăнне чăмăртарĕ.
Светлана Соколова, куравçă:
- Эпĕ вырăс хĕрарăмĕ, чăвашла пĕр сăмах та пĕлместĕп. Апла пулин те спектакль чуна пырса тиврĕ, унта пирĕн паянхи кунăн тĕрĕс марлăхĕсене уçса панă. Ачисем пур çĕртенех амăшĕн тăван килĕнчен тухса кайма тивет, паллах, ăна никам та хăваласа ямасть. Амăшĕн чĕри çапла тума хушать, ачисене çăмăл пултăр, нуша кÿрес мар тет.
Критиксен шухăшĕсемпе паллашар-ха.
Аширбек Сыгай:
- Чăваш академи драма театрĕн пултарулăхĕпе 1992 çулта Ĕпхÿре иртнĕ «Туганлык» фестивальте пуçласа паллашнăччĕ. Ун чухне Валерий Яковлевăн «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» драми гран-прие тивĕçнĕччĕ. Хальхинче те чăвашсем тĕлĕнтерчĕç. Актерсен ансамблĕ питĕ вăйлă. Тăванла халăх пулнăран наушниксĕрех ăнланса пăхса лартăм.
Мунча - спектакль метафорĕ, çынсем тасаласшăн. Ÿтпе çеç мар, чунпа та. Кĕтерукра - пĕчĕк те çинçешке хĕрарăмра - пĕчченлĕх драми хуçаланать. Мĕнле хăтăлма пулать унран? Шел те, спектакльти лару-тăрура вилĕм çеç çăлма пултарать ăна. Режиссер пире, куравçăсене, шухăшлаттарасшăн, тĕрĕс çул суйласа илме хушасшăн.
Маргарита Ваняшова:
- Сирĕн театрпа пĕр кунах тепĕр сцена çинче Василий Шукшинăн «Милые люди» лирика историйĕпе лартнă спектаклĕ пычĕ. Шухăшĕпе пĕр-пĕринпе ытла та çывăх вĕсем. Чăваш театрне эпĕ те пĕлетĕп темелле. Ярославльте Волков ячĕллĕ фестивальте паллашнăччĕ. «Инçет телей çутипе» тĕлĕнтернĕччĕ Валерий Яковлев театрĕ. Пытармастăп: ку тарана çитсе мĕн чухлĕ спектакль пăхма тивмен пулĕ, сирĕнни пеккине темиçе çеç. Шухăш тарăнăшĕпе, философи анлăшĕпе пуян Чăваш академи драма театрĕн ĕçĕсем. Хальхи спектакльте те çав пахалăхсем. Вырăс театрĕсен ытларах пайĕн репертуарĕнче халăха массăллă культурăпа хавхалантарасси пулсан, наци театрĕсен, çав вăхăтра Яковлев театрĕн те, тĕллевĕсем урăх: тасалăх, шалти культура, пурнăçа хак пани пĕрремĕш вырăнта. Нина Яковлевăн ĕçĕ çыпăçуллă, унăн героини чунĕпе çемçе те, çав вăхăтрах çирĕп те. Çакна актриса ĕненмелле сăнласа кăтартать. Женя Урдюков - ялти Гамлет. Унăн Мисаилĕнче - тĕнче курăмăн пĕлтерĕшĕсем. Вăл хăйĕн тута купăсĕпе пурнăç килĕшÿлĕхне шырать тейĕн.
Евгения Павлова:
- Спектакль хыççăн мĕн çинчен шухăшлатăн? Пурнăç пирки. Кунти кашни пулăмăн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур. Акă пушарах илер. Вăл шалти, çын чунĕнче вут хыпса илнĕ самантпа пĕр килет.
Мана спектакль питĕ килĕшрĕ, киленсе пăхса лартăм. Сăнарсем шăтăрнак урлă ним пирки шухăшласа тăмасăр, чунĕ ыйтнă пек «каçса» каяççĕ. Çав вăхăтрах шыв сиккинчен те кăмăл-сипет, ăс-хакăл валли мĕн кирлине илме май пур.
«Тăван чăваш чĕлхине манмăпăр...»
Çапла ят панă хăйĕн кĕнекине Раççей Писательсен союзĕн членĕ, 10 кĕнеке авторĕ, Эрĕнпур чăвашĕсен наци культура автономийĕн президиумĕн членĕ Владимир Петров. Владимир Ивановичпа тĕл пулса калаçма май килчĕ, вăл хăйĕн çĕнĕ кăларăмĕнче кăлканлă çеçен хир хутлăхĕнчи чăваш наци культура автономийĕ мĕнле условисенче тĕвĕленсе чăмăртаннине çутатса панă.
2007 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пукане театрĕн çуртĕнче Эрĕнпур облаçĕнче чăваш наци культура автономине йĕркелес ыйтупа пуху иртнĕ. Ăна «Оренбурггазпром» генеральнăй директорĕ пулнă Василий Николаев ертсе пынă. Автономи тилхепине кама парасси пирки шухăшлама тивмен: ăна Николай Корнилова тыттарнă. Василий Васильевич хăй сĕннĕ унăн кандидатурине. Ахальтен мар: Николаев ăна питĕ лайăх пĕлнĕ. Йăхташсем Салаватра тата Эрĕнпурта 30 çул ытла пĕрле ĕçленĕ.
2009 çулхи ака уйăхĕнчен автономи пуçлăхĕ - Петр Семенов. Петр Ильичпа тĕл пулма май килчĕ. Тавах ăна, ĕçлĕ çынна /Эрĕнпур тимĕрконструкци завочĕн ертÿçи/, вăхăт тупса журналиста йышăнма пултарнăшăн. Мĕнле тĕллевсемпе пурăнаççĕ-ха инçетри йăхташсем?
Ыйтăвăн хуравне тупма «Наци çуртĕнчи» «Чăваш кил-çуртне» çитсе курни нумай пулăшрĕ. «Наци çуртĕнче» - облаçре тĕпленсе пурăнакан вунă халăхăн - вырăссен, украинсен, тутарсен, нимĕçсен, эрменсен, ирçесен, чăвашсен, белоруссен, пушкăртсен, казахсен кил-çурчĕсем. Пирĕннисен 2009 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче уçăлнă. Ăна уçма ЧР пĕрремĕш Президенчĕ Н.В.Федоров та килнĕ, Эрĕнпур кĕпĕрнаттăрĕ пулнă А.А.Чернышов та хутшăннă. Хальхи вăхăтра облаçре 126 халăх представителĕ пурăнать, чăвашсем йышĕпе - çиччĕмĕш вырăнта.
«Чăвашсен кил-çурчĕ» мĕнпе палăрать-ха? Кунта Эрĕнпурти йăхташсен культурипе, йăли-йĕркипе паллаштаракан музей пур. Унта пире Галина Осиночкина экскурсовод кĕтсе илчĕ. Галина Петровна - пирĕн ентеш, Канаш районĕнчи Шăхасантан. Музей директорĕ - Петр Майоркин.
Надежда Самарцевăпа та паллашрăм, вăл - хулари чăвашсен «Палан» фольклор коллективĕн ертÿçи. Петр Семенов вара автономи ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Чăвашсен пысăк пайĕ яллă вырăнта тĕпленнĕ. Ялĕ-ялĕпе вĕсем Абдулино, Грачевка, Курманай, Сорочи районĕсенче тĕл пулаççĕ. Грачевка тăрăхĕнчи виçĕ, Курманайри Михайловкăра тата Абдулинăри Артемьевкăра чăваш чĕлхине факультатив майĕпе вĕрентеççĕ. Грачевка районĕнчи Тури Игнашкинăра тăван чĕлхене вĕрентессипе методика центрĕ йĕркеленĕ. Яла никĕсленĕренпе 350 çул çитнĕ, кунта халĕ 621 çын пурăнать.
Мероприятисем музейре çеç мар, облаç центрĕнчи вулавăшсенче те, районсенче те иртеççĕ. Сăмахран, çулленех Чăваш чĕлхи кунĕ пулать. Кăçалхи мероприятире И.Я.Яковлевăн бюстне тума йышăннă, çак ĕçе пурнăçлама ЧР тава тивĕçлĕ художникне Петр Пупина шаннă. Бюста Чăваш кил-çурчĕн территорийĕнче вырнаçтарĕç. Акатуй - Эрĕнпур чăвашĕсен юратнă уявĕ. Çулленех тĕрлĕ вырăнта ирттереççĕ ăна. Пĕлтĕр, сăмахран, Эрĕнпурта иртнĕ вăл. Унта Чăваш Енрен Патăрьел районĕн делегацийĕ те хутшăннă, кăçал сухапа çĕр туйне Тури Игнашкинăра ирттернĕ. Хăнасем Муркаш районĕнчен, çавăн пекех Самартан, Тутарстанран, Пушкăртран пулнă. Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Константин Яковлев хутшăннă. Петр Семенов пĕлтернĕ тăрăх - хăйсем те тухса çÿреççĕ. Акă çак кунсенче Абдулино районĕн делегацийĕ тата наци культура автономийĕн ертÿçи хăй Патăрьелсен Акатуйне çитсе курнă. Республика кунĕнче Шупашкарта иртекен Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне Грачевка районĕнчи фольклор ансамблĕ килĕ.
Петр Ильич чăвашлăх ĕçĕн хастарĕсене ятран асăнчĕ: Валерий Макаров, Надежда Самарцева, Анатолий Михайлов, Валерий Петров, Владимир Петров, Николай Рыбаков, Александр Трофимов, ыттисем те. «Çакăн пек çынсем пур чухне пирĕн ĕç сÿнмĕ, чăваш та малалла пурăнĕ», - терĕ вăл.