«Чăваш хĕрарăмĕ» 15 (1090) № 22.04.2019
* Иртнĕ эрнере Элĕк районĕнчи Кĕçĕн Тăванри Раиса Кузьмина юнлă хăсма пуçланă, тăнне çухатнă. Юрать-ха ватă çын килте пĕччен пулман. Тăванĕсем «Васкавлă пулăшу» машинине чĕнсе илнĕ. 68 çулти хĕрарăма район тĕп больницине çитерсе реанимаци уйрăмне вырнаçтарнă. Унăн хырăмлăхра, пыршăлăхра юн юхма пуçланă. Вăхăт нумаях иртмен пулин те вăй кĕнĕ ăна. Анестезиологипе реанимаци уйрăмĕн пуçлăхĕ Валентина Майорова пулăшнипе хĕрарăм вырăн çинче ларма та пултарать (Земство тухтăрĕсем тăван тăрăха таврăнаççĕ. Марина ТУМАЛАНОВА)
* «Анне Елизавета Григорьевна тĕлĕнмелле çирĕп пирĕн, — каласа кăтартать Галина Григорьевна. — 87 çула çитрĕ ĕнтĕ. Пур пĕр аптрамасть. Халĕ те кил таврашĕнче кăштăртатса çÿренипе кăна çырлахмасть, хăйне чун йăпатмăш качака усрать.
Сакăр ача ÿстернĕскер пуринпе те пĕр чĕлхе çăмăллăнах тупма пĕлет вăл. Вăрçăнса никама та кÿрентермест, анчах та хăй палăртнине унсăрах пурнăçлать» (Çăкăр пĕçерме аннерен вĕрентĕм)
* Юлашки çулсенче самăр çынсен шучĕ ÿссех пырать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав пĕрлешĕвĕн кăтартăвĕсем тăрăх, çакна анлă сарăлнă эпидемипе танлаштарма пулать. Пирĕн çĕршывра ку тĕлĕшпе лару-тăру еплерех-ха? Ытлашши самăрланни мĕнле чир-чĕр патне илсе çитерни çинчен Республикăри медицина профилактикин сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрĕпе Елена Егоровăпа калаçрăмăр (Самăрлăх - тĕрлĕ чир сăлтавĕ)
* Çара юрăхлă хĕр
* Çав каç пурнăç пуçланнă теççĕ