Комментировать

19 Апр, 2019

«Хыпар» 43-44 (27476-27477) № 19.04.2019

* Унăн пурнăçĕ тĕрлĕ пулăмпа пуян. Темĕнле йывăр самантра та хавхаланăва çухатман вăл. «Пурнăçра темĕн те сиксе тухать. Пĕрех малалла хăюллăн утăр. Ĕçлеме ан ÿркенĕр, ман пек нумай пурăнăр», — тет вăл паян çамрăксене. Сăмахăм Шупашкарта пурăнакан 102 çулти Ксения Редькова çинчен ("Сирĕн мадамсем те разведкăна çÿреççĕ-им?" Роза ВЛАСОВА)

* Чăваш чĕлхи кунĕ. Пур вăл пирĕн. Ытти кун хăш чĕлхесем валли вара? Пирĕн кун-çулăн кашни сехечĕ, саманчĕ тăван чĕлхепе çыхăнса пытăр тесен мĕн тумалла, мĕнле пурăнмалла? Çакăн хуравне ЧР тава тивĕçлĕ художникĕпе Николай Балтаевпа, хамăрла каласан, Палтай Микуçĕпе, пĕрле шырарăмăр.

Николай Балтаев 1963 çулхи чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Питтĕпел ялĕнче çуралнă. Чăваш кун-çулĕпе, культурипе, тĕнĕпе çыхăннă медальсем, укçасем, паллăсем тăвас енĕпе ĕçлет /«Иакинф Бичурин», «Атилла-паттăр», «Çÿлти Турă», «Чÿк уйăх», «Çеçпĕл», «Митта Ваçлейĕ», ыттисем/. Чулхула облаçĕнчи Павловăри ÿнерпе ремесла училищинчен /1986/, Ленинградри В.И.Мухина ячĕллĕ ÿнер-промышленноç аслă училищинчен /1991/ вĕренсе тухнă. «Чăваш Ен» санаторипе курорт комплексĕн картишĕнчи йывăç скульптурăсен этнографи паркне тăвас ĕçĕн пуçаруçи. Хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн халăх ÿнер пултарулăхĕн кафедрин доценчĕ (Чăваш тĕррине ăнланас тесен тĕнче культурине пĕлмелле)

* Елчĕк районĕ хăйĕн сумлă çыннисемпе мăнаçланать. Ку тăрăхра çуралса ÿснĕ ĕçпе вăрçă паттăрĕсем, академиксемпе артистсем, художниксемпе спортсменсем, культура ĕçченĕсем пысăк çитĕнÿсем туса район ятне çÿле çĕкленĕ. Елчĕк культурăпа истори объекчĕсемпе те, паллă вырăнсемпе те пуян (Ялтан яла велосипедпа çÿреççĕ)

* Эмиль халь пирĕнпе чăвашла калаçать

* Шкул пахчинче ÿстернĕ çимĕç таса та паха

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.