Комментировать

16 Апр, 2019

Тăван Атăл 4 (726) № 2019

* Тăван чĕлхемĕре никам та мар, хамăр ним вырăнне хумасăр таптатпăр вĕт. Атте-аннерен, асатте-асаннерен, вĕсенчен аслăрах тăхăмсем умĕнче намăс пулса тухать, пиртен маларахри ăсчахсем, уйрăмах Иван Яковлевич Яковлев пулас ăрусем валли алфавит туса хăварнă, чăн-чăн чăваш çырулăхне йĕркелесе янă. Николай Ашмарин хăйĕн словарьне кĕртме 40 пин ытла сăмах суйласа илме, вĕсене ăнлантарса пама ăспа пултарулăх çитернĕ. Вĕсен ырă пуçарăвне ăша хывса пиртен аслăраххисем вулама-çырма вĕреннĕ, вырăссемпе, вĕсем урлă ытти халăхсемпе çыхăнса ĕçлеме, калаçма-кулма, пĕрле шухăшлама, ĕç тума хăнăхса çитнĕ. Паян вара хăшĕ-пĕри çав виçесĕр пысăк тата хаклă пуянлăхран аяккалла пăрăнса пырать, каялла тĕттĕмлĕхпе ăссăрлăх еннелле сулăнать (Ашшĕ-амăшĕ, ăнланăр, хăвăр чăваш пулнине ан манăр. Анатолий ТИМОФЕЕВ)

* Хĕветĕр Агивер. Сукăр Хветура. Калав.

* Валентин Константинов. Француз Йăванĕн вилĕмĕ

* Елена Трофимова. "Ан пар, ан пар кахалланма, Иван Малкай, хăвăн чунна..."

* Татьяна Дорофеева-Миро. Ядрика курмарăр-и, е Тĕрĕслĕх çулĕ питĕ ансăр...

* Кулăш антологийĕ. Иван Мучи, Иван Яковлев, Илле Тăхти, Никифор Ваçанкка, Степан Асли, Çĕпритун Шăпчăк, Виталий Станьял хайлавĕсем

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.