Хĕвел витаминĕ
Сăмах D витамин пирки. Вăл шăмăсене ÿсме тата çирĕплетме кирлĕ. Юлашки вăхăтра çак витаминăн çĕнĕ пахалăхсем палăраççĕ. Ученăйсем ăна гормонпа танах хаклаççĕ.
Мĕн тума кирлĕ D витамин?
• Вăл ăс-тăна аталантарма, кăмăл- туйăма лайăхлатма, депресси пуласран сыхланма кирлĕ.
• Альцгеймер чирĕ аталанас хăрушлăха 11 хут йăвашлатать. Ывăннине ирттерет, тÿсĕмлĕхе ÿстерет.
• Усал шыççа малалла ÿсме памасть. Амалăх, шăк хăмпи, пыршăлăх тата простата ракĕ пуласран хÿтĕлет.
• Юн пусăмне йĕркелет, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕнчен хÿтĕлет. Инфаркт пулас хăрушлăха 30 процент чакарать.
• Мышцăсем ыратнине ирттерет. Кальципе фосфор çаврăнăшне йĕркелет.
Уйрăмах камсене кирлĕ?
• Ультрафиолет пайăрки çитменнисене. Пирĕн патра ку вăраха кайнă хĕл хыççăн палăрать.
• Каçхи сменăра ĕçлекенсене уйрăмах D витамин кирлĕ.
• Уçă сывлăша тухайман вырăнпа выртакан чирлĕ çынсене.
• Аш-какай çимен тата сахал калориллĕ апат-çимĕçпе кăна пурăнакансене.
• Пыршăлăх, пĕвер тата ват хăмпи ĕçĕ пăсăлнипе аптракансене.
D витамин ăçта тĕл пулать?
• Хĕвел пайăркинче, треска пĕверĕнче, сырпа услам çура, çуллă пулăра, сĕтре.
Апат-çимĕçпе тата хĕвел пайăркипе D витамина ытлашши илме май çук. Çа- вăнпа шăрăх та хĕвеллĕ кун хĕвел çинче нумай тăнин усси çук. Уяр çанталăкра 15 минут уçăлса çÿрени те аван.
Ятарласа витамин D - «Аквадетрим», «Вигантол» - ĕçекенсен çакна шута илмелле: виçерен ытлашши ĕçсен вăл наркăмăша куçать.