Комментировать

* Хăй сывалайми чирли пирки Шупашкар хĕрĕ Аня Васильева 2016 çулхи кĕркунне пĕлнĕ. Тухтăрсем палăртнă хăрушă диагноза — «ăнсăр склероз» — ĕненмен пике: «Ун пек пулма пултараймасть». Ара, ытла та çамрăк-çке, пурнăç çулĕ çине тăнă çеç! Çук, уншăн шурă халатлисен сăмахĕ приговор пек янăраман. Хăйĕнчен килнине тума, сывлăха хавшасран сиплеме хăйне сăмах панăскер мĕн вĕçне çитиччен кĕрешме хатĕр. Çумра çывăх тăвансемпе юратнă çын пурри те çав тери хавхалантарать ăна. «Пурнăçпа туллин киленсе пурăнас килет!» — терĕ 19 çултискер (Сывлăхĕшĕн кунсерен кĕрешет. Нина ЦАРЫГИНА)

* Унăн пĕр çитменлĕх пурччĕ — эрех-сăра юратаканскерччĕ. «Ун пек çынна качча тухиччен ĕмĕрне упăшкаллă пулмăп», — терĕм ăшăмра. Çамрăк, вăй питти чухне мана никам та кирлĕ марччĕ, ирех тăнă та ĕçе утнă. Пытармастăп: каччăпа алăран алла тытса, чуптуса курман», — чунне уçрĕ кинемей («Хамăн ылхан хамах çитрĕ»)

«Черемушки» вокал ансамблĕн ертÿçи Владимир Иванов: Пĕррехинче çул урлă каçнă чухнех чĕрепе аптăраса ÿкрĕм, «зебра» çине тĕшĕрĕлсе антăм. Эпĕ упаленнине темиçе çын курчĕ, анчах пĕри те пулăшма пымарĕ... («Пурăнас килни темĕн те тутарать»)

*Хушнă ĕçе туманшăн велосипеда çапса аркатнă

* Опека пайне çÿресе пылчăкпа варалать

 

www.hupar.ru
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.