Комментировать

* Преподавательсемпе студентсем тĕлĕнетчĕç. «Саша, эсĕ улталатăн пуль. Ялти шкултан вĕренсе тухнă ачан çавăн пек шай пулма пултараймасть. Çĕнĕ йышши оборудованипе те ĕçлеетĕн», — тетчĕç», — каласа кăтартнăччĕ Саша 1-мĕш сесси хыççăн шкула килсен (Николай ЧУМЕРИН: Хăлхана кĕнĕ сăмах пуçра юлтăр. Роза ВЛАСОВА).

* «Чи лайăх спектакль режиссура » номинацире çĕнтернĕ «Аттила — халап çурални» балетра Аттила партине ташланă Алексей Рюмин шкул хыççăн Тула университечĕн кибернетика факультетне вĕренме кĕнĕ. Театр искусствин «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсĕнче вăл «Арçынна сăнарланă чи лайăх роль» номинацие тивĕçнĕ (Сцена çинче... кибернетик ташлать)

* Елчĕк районĕнчи Питтĕпел ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан 100 çулти Ипатий Анисимович Ильина выçлăх çул /1921 çул. — Авт./ ашшĕпе амăшĕ Çĕпĕре илсе кайнă. Вĕсемпе пĕрле ашшĕн кĕçĕн шăллĕ Павел пынă («Чăваш Ен аталанăвне тÿпе хыврăм»)

* Николай ИШЕНТЕЙ, ку чухнехи чăваш литературинчи сумлă ятсенчен пĕри: «Юрий Артемьев профессор лекцисенче час-часах çапла каланине илтнĕ: «Сăмахпа сăмах пĕрлешни хĕлхем сирпĕтсен çеç чăн-чăн хайлав çуралать» («Ман сассăма та илттĕр çут тĕнче»)

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.