Пӗтӗм Раҫҫейри "Кӗмӗл сасӑ" конкурс иртрĕ
Чӑвашлӑха чунтан юратакансем паян, пушӑн 30-мӗшӗнче, каҫхине Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне пуҫтарӑнчӗҫ. ЧНК йӗркелесе янипе, ЧР культура министерстви пулӑшнипе эстрада юррисен Пӗтӗм Раҫҫейри "Кӗмӗл сасӑ" конкурс-фестивалӗ 20-мӗш хут иртрӗ.
Мероприятие чӑваш чӗлхине, культурине малалла аталантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Гала-концерта Чӗмпӗр, Оренбург облаҫӗсенчи, Сургут, Питӗр хулисенчи, Тутарстанри тата Чӑваш Енри яш-хӗр хутшӑнчӗ. Тупӑшу хӗрӳ иртрӗ. Жюрие чи пултаруллине палӑртма ҫӑмӑл пулмарӗ.
- Питӗртен килсе ҫитрӗм. Пӗлтӗр 2-мӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. Чӑвашсене юрататӑп. Ҫавӑнпа чӑвашла юрлатӑп. Эстрадӑна кӑна мар, халӑх юррине аталантарас килет. Ҫавӑнпа "Шыв юхать" юрра суйларӑм. Каллех 2-мӗш вырӑн йышӑнтӑм. Ҫитӗнӳ малалла ӗҫлеме хавхалантарать. "Кӗмӗл сасӑ" ҫӗнтерӳҫи Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекен Ксения Захарова пулса тӑчӗ. Гитара каласа "Телей" юрӑпа тухрӗ вӑл сцена çине.
- Эпӗ Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнче ҫуралса ӳснӗ. 2 е 3-мӗш вырӑн йышӑнас хавхаланупа хутшӑнтӑм. Мӗншӗн тесен пӗрремӗш хут. Ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑни маншӑн - телей. Пике парнесене - ноутбукпа гитарӑна - тивӗҫрӗ.
Валерий КЛЕМЕНТЬЕВ, жюри председателӗ:
- Ҫамрӑксенче пирӗн пуласлӑх. Тӗрлӗ регионтан хутшӑнни савӑнтарать. Пӗр-пӗринпе паллашса, пӗрле ӗҫлесе чӑвашлӑха аталантарасси - сирӗнте. Ҫӗнӗ ятсем хӑйсен вырӑнне тупасса, илемлӗ сассипе халӑха савӑнтарасса шанатӑп.




