«Хыпар» 34-35 (27467-27468) № 29.03.2019
ЧНК президентĕнчен, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕнчен, Чăваш Республикин тата Тутар Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕнчен, «ТУС» обществăн генеральнăй директорĕнчен Николай Угасловран «Хыпар» журналисчĕ строитель пулма мĕншĕн шухăшланине ыйтса пĕлнĕ.
«Ача чухне кивелнĕ пÿртре пурăнаттăмăр. Улттăра чухне аннене çурт лартса пама шантартăм. Сăмахăма тытрăм, аннене çамрăк чухнех çурт туса патăм. Тĕрĕссипе, çĕр çинче çынлăхлă виçĕ професси: учитель, тухтăр тата строитель. Вĕсемсĕр пурнăç малалла каяймасть. Ăс-тăн пулмасан пĕтетпĕр, нимĕн те пулмасть. Сывлăхсăр та çавах. Ăс-тăн, сывлăх пултăр тесен материал, техника, база кирлĕ. Унсăр малалла каяймастăн. Ăна строительсем тăваççĕ. Учитель пулаймарăм. Тухтăр пулма шухăшламан. Строителе вĕрентĕм. Вăл та лайăх пек. Халĕ строительсене вăрçаççĕ-ха, совет вăхăтĕнче мухтатчĕç те. Савăнаттăмăр. Кунĕн-çĕрĕн ĕçлеттĕмĕр. Канмалли кунсенче те вăй хураттăмăр», - хуравланă вăл.
«Эпĕ ахаль çын пурнăçĕпех пурăнатăп», — тенĕ эсир тепĕр интервьюра. Халĕ те çаплах-и?» - кăсăкланнă ĕçтешĕмĕр. Тĕплĕнрех - «Хыпар» хаçатăн паянхи номерĕнче. («Халăхшăн туса хăварни ăна тата çĕкленме пулăшать». Роза Власова)
* Пасар самани пуçаруллăрах пулма хистет
* Таксиста çула тухма ирĕк панă-и?
* Ытлашши вуласран хăраççĕ-ши?