Комментировать

27 Мар, 2019

Улатăрти мăшăр кевер туй паллă тунă

Улатăрти Киреевсем кевер туй паллă тунă. «Çÿпçипе хупăлчи», — теççĕ ял-йыш, тăвансем туслă мăшăр пирки. Вĕсем пĕр сукмакпа утма пуçланăранпа 60 çул çитнине ĕненме те йывăр. Шăкăл-шăкăл килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнсан кун-çул иртни те сисĕнмест иккен.

Петр Григорьевичпа Тамара Матвеевна иккĕшĕ те пĕр тăрăхран, Улатăр районĕнчи Ямский Посад салинче çут тĕнчене килнĕ. Йышлă çемьере çуралса ÿснĕскерсен çамрăклах ĕçе тытăнма тивнĕ. Иккĕшĕн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 88 çул ытла.

Петр Киреев Совет Çарĕнчен таврăннă хыççăн ашшĕ пекех чукун çул çинче ĕçлеме пуçăннă. Кайран ытти предприятисенче те вăй хунă. Тамара Матвеевна вара Улатăрти техникумран вĕренсе тухнă, çар чаçĕнче, страхлав ĕçĕнче тăрăшнă.

Киреевсем пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Ватăсене савăнмалăх мăнуксем çитĕнеççĕ. Телейлĕ мăшăр çамрăксемшĕн чăннипех ырă тĕслĕх.

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 
Теги: