Комментировать

27 Мар, 2019

Хресчен сасси 11 (2750) № 27.03.2019

Патăрьел районĕнчи Апрушнай Ясная Поляна вăрман варринче ларать. 1928 çулта Нăрваш Шăхальтен Николаев, Савельев, Симуков çемйисем унта куçса кайнă май ял йĕркеленнĕ. <...>

Пĕр-пĕр ĕç пурнăçлас пулсан та тĕл пулса канашлаççĕ. Сăмахран, иртнĕ çул масара тирпей-илем кĕртме пурте хутшăннă. Çавна май килĕрен укçа пуçтарнă. «Испанире пурăнакан Антонина Савельева пĕлтĕр тăван тăрăха килсен масара тирпейлеме укçа парса пулăшрĕ. Сăмах май, вăл ялти часавая тума та пулăшнăччĕ. Çавна май тÿрех ĕçе тытăнтăмăр: йывăçсене касрăмăр, карта тытса çавăртăмăр, тимĕртен хатĕрленĕ эрешлĕ хапха вырнаçтартăмăр. Питĕ туслă ĕçлерĕмĕр. Ахальтен мар эпир ытти ялшăн тĕслĕх вырăнĕнче», — терĕ ял-йыш.
Клубпа юнашар вырнаçнă часавая та хăйсен укçи-тенкипе хăпартнă ентешсем. Хальхи вăхăтра ялта пурăнакансем çеç мар, тăван тăрăхран вĕçсе тухса ют çĕрте тĕпленнисем те пулăшнă ăна тума. Вĕсем тăван яла манманни, ăна çĕнетессишĕн, аталантарассишĕн тăрăшни савăнтарать. Эппин, Апрушнай хăйĕн ывăлĕ-хĕрĕпе чăннипех мухтанма пултарать.
«Пĕлтĕр çанталăк шăрăх тăнăран кÿлĕсем типрĕç. Халăхран укçа пухса пĕрне чавтартăмăр, — терĕ староста. — Ыттисем патне алă çитеймерĕ. Тĕрĕссипе, укçа-тенкĕ çителĕксĕрри чăрмав кÿрет. Тен, тăрăшсан ку ĕçе те пурнăçлăпăр». Ентешсем иртнĕ çул ялăн 90 çулхи юбилейне те анлăн паллă тунă. Уява çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен хăнасем пуçтарăннă
.
(«Апрушнайри туслă йыш». Валентина ПЕТРОВА)

* Чĕрĕ палăксем

* Хăрушă тавăру

* Тирпей хамăртан килет

* Ÿнер тĕнчи Лаш Таяпара пуçланнă

* Помидор çитĕнтеретпĕр

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.