Хресчен сасси 9 (2748) № 13.03.2019
"Хирти пай çĕрне юхăнтарнăшăн хуçисене явап тыттараççĕ. Килти пахчипе усă курманшăн хуçине явап тыттарма пулать-и? Акă ялти кÿршĕ хĕрарăмĕ хăй хулара пурăнать тăваттăмĕш çул пахчинче çум курăк ÿстерет. Ăна йывăç-тĕм, хыт хура пусса илме тытăнчĕ ĕнтĕ. Вĕсем ытти сад-пахчана та куçаççĕ, тымар яраççĕ. Йĕркесĕрлĕхшĕн кам явап тыттарĕ? Ыйтăва Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Республикин тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ертÿçин заместителĕ Николай Романов хуравлать" ("Ыйтрăр-хуравлатпăр: Пахчана юхăнтарсан")