Комментировать

Çĕнĕ Шупашкарта нÿрĕпе çурт йăтăнса анасран хăраççĕ

Çурхи ăшă çанталăк савăнăç вырăнне тарăху илсе килнĕ. Çакăн пирки Чăваш Енĕн телерадиокомпанийĕ пĕлтернĕАлексей Енейкин, Елена Михайлова, Владимир Синдеев журналистсем хыпарланă тăрăх, Çĕнĕ Шупашкарти Коммунизм урамĕнчи 8-мĕш çуртра пурăнакансем 3-мĕш эрне пӳрт тăрринчен шыв аннипе асапланаççĕ. 

Вырăн çинче матрас мар ― витресем, кĕпе çумалли тазсемпе чашăксем, çĕтĕк тумтир таткисем. Тулса пыракан  савăтсене Юлия Кононко кашни тăватă сехетре пушатса тăрать. Ку çуртра вăл çемйипе 1993-мĕш çултанпа пурăнать. Халиччен кун пек нуша курманччĕ, тет. Вăхăтлăх тăванĕсем патне куçса каяс патнех çитнĕ хĕрарăм.

Ку сăнӳкерчĕке вара тепĕр хваттерте тунă. Карăнтарнă çĕнĕ мачча шыв аннипе халь-халь çурăласла çакăнса тăрать. Шăтарнă хыççăн унтан 6 витре шыв тухнă. Халĕ  маччаран анакан шыв чарăнмасăр тумлать. Ытти хваттерсенче те çакăн евĕр лару-тăру. Чылай пӳлĕм урайĕнче шыв кӳлленсех тăрать.

Коммунизм урамĕнчи 8-мĕш çурта 1961-мĕш çулта хута янă. Ăна пăхса тăракан «Лента» компанин тĕп инженерĕн сăмахĕпе, пӳрт тăррине 10 çул каялла юсанă. Апла пулин те, паян шыв çӳлти 4-мĕш хута кăна мар, подъездсемпе аялти хваттерсене те анать. Коммуналлă хуçалăхра ĕçлекенсем çурт тăррине тĕрĕс мар тунине калаççĕ. Хальхи управляющи компание ку пÿрт 2017-мĕш çулхи чӳк уйăхĕнче кăна куçнă.

Çурт тăррине юсиччен ăна пăхса тăракан компание çирĕплетмелле. Конкурсра кам çĕнтересси хальлĕхе паллă мар. Юхăннă пÿртре пурăнакансем вара хваттерсенчи пурлăха мĕнле майпа упраса хăварасси пирки шухăшлаççĕ. - Кун пек пулсан, юсав пуçланиччен çурт йăтăнса кăна ан антăрччĕ, - теççĕ.
http://chgtrk.ru/news/22369

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.