Комментировать

7 Мар, 2019

«Чăваш хĕрарăмĕ» 9 (1084) № 07.03.2019

Надежда Наумова Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Ашшĕн тăван çĕрĕ — Казахстан. Унтан Челябинска çитнĕ арçын. Каярах — Шупашкарти трактор заводне. Амăшĕ Шупашкарта тĕпленнĕ аппăшĕ патне Омскран килнĕ те кунтах юлнă. <...>

Малтанах Атăл леш енче кайтинг станцине йĕркеленĕ вĕсем. Тĕрĕсрех, мăшăрĕ пуçарнă ку ĕçе. Упăшкинчен уйрăлнă хыççăн Надежда Атăл ку енче… сапсерфинг клубне йĕркеленĕ. <...>

— Юлмасăр! Эпĕ те, ытти хĕрарăм пекех, романтикăна кăмăллатăп. Сериалсем пăхатăп. Макăрмалла вырăнта — макăратăп, — нимĕн те пытармасть Надежда.
— Тĕпел тахçанах санăн патшалăху пулма пăрахнă-ха ĕнтĕ… — темĕн те пĕлес килет манăн.
— Аплах мар-ха. Кулленхи апат та, уяв сĕтелĕ янтăлама та вăхăт та, кăмăл та тупатăп. Тепĕр тесен, çиччĕри ывăлăм пур вĕт. Ăна та апат çитермелле. Вăл та, сăмах май, сапсерфинга питĕ кăмăллать ("Вăя ăçта пĕтеретĕп - çавăнтанах каялла илетĕп". Рита АРТИ)

* Тавтапуç, юратнă мăшăрăм

* Юратăва туйсан усал та çыпăçмасть

* Вăл пуçласан ĕс ăнать

* Анюк телейĕ

* Тăлăх пулмаллаччĕ-и вĕсен?

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.