«Хыпар» 25-26 (27458-27459) № 07.03.2019
«Çемьере 8 ачаччĕ. Вĕсенчен улттăшĕ ялтах юлнă. 1988 çултах фермăна дояркăна кĕтĕм. Эпир ун чухне çемье подрячĕпе ĕçленĕ. Пурне те хамăр тунă: силосне йăтнă, скотник пулнă, кĕтÿ кĕтнĕ. 100 ĕнеччĕ пирĕн. 1990 çулта Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел каччипе Александрпа паллашрăм. Вăл пирĕн яла шапаша, ферма хута яма, килнĕччĕ. Çав çулхинех çемье çавăртăмăр. Хырай Ĕнел ферминче дояркăра ĕçлеме тытăнтăм», – каласа кăтартнă «Искра» хуçалăхăн Хырай Ĕнел ферминче ĕçлекен, машинăпа сăвакан операторă, «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ Инна Лебедева ("Инна ЛЕБЕДЕВА: Ĕçе кăмăлласа пурнăçласан çитĕнĕвĕ хăех килет". Роза Власова).
* Апата йод хушнă тăварпа пĕçерĕç
* "Сар автан" ăшă кăмăл парнелет
* Вăрлăхне кура - калчи-хунавĕ
* "Ĕмĕтĕм - паянхи пурнăç çинчен çырасси"