«Килĕр, туянăр...»
Етĕрне тăрăхĕнче коопераци юхăмĕ XIX-XX ĕмĕрсен чиккинче аталанма пуçланă. Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Етĕрне уесĕнче чи малтан 1911 çулта Палтай ялĕнче пĕрлĕх чăмăртаннă, уес центрĕнче - 1913 çулта. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи хыççăн ытти ялта та потребительсен пĕрлĕхĕсене йĕркелеççĕ.
Совет саманинче вак тытăмсене пĕрлештерме тытăнаççĕ. Сăр хĕрринчи ялсем Етĕрне райповне йĕркелеççĕ, Выл юхан шывĕн икĕ çыранĕпе вырнаçнисем - Советски райповне. 1998 çулта вара вĕсем те пĕрлешсе пĕр хăватлă организацире ĕçлеме килĕшсе татăлаççĕ.
Экономика хăвачĕпе паян Етĕрне райповĕ республикăра чи вăйлисен шутĕнче. Хастар коллектив хуçалăх ĕçне пĕлсе туса пынине, ялти суту-илĕве çĕнĕ шая çĕкленине Раççей Федерацийĕнчи потребительсен обществисен ăмăртăвĕсенче çĕнсе илнĕ наградăсем аван çирĕплетеççĕ. Чăвашпотребсоюз ертÿçисем те вĕсене яланах тĕслĕхе хураççĕ.
- Ытла мухтаса ан çырăр, ытти районсенче те ырри çук мар, вĕсен паха опытне те тишкеретпĕр, - çапла сăпайлăн каларĕ райпо правленийĕн председателĕ, РФ суту-илĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн ертÿçи Александр Краснов. - Кашни çын хăйĕн вырăнĕнче яваплăха туйса ĕçлесен ÿсĕм пулатех. Эпĕ хамăр çынсенчен çирĕп ыйтни хăшне-пĕрне килĕшмест пулĕ. Унсăрăн май килмест. Лавккана кĕретĕн-и е столовăйра апатланатăн - пур çĕрте те хăтлăх, тирпейлĕхпе йĕркелĕх хуçалантăр. Акă çу уйăхĕнче Пупăлькасси ял уявне ирттерчĕç, ун умĕн ял лавккине шал енчен те, тулашĕнчен те юсаса çĕнетрĕмĕр. Çак илеме курсан чун хĕпĕртет-çке. Уява кун чухлĕ çын килнине ас тумаççĕ. Хăнасем ял лавккине те пăхса пахаларĕç, мĕн те пулин туянчĕçех. Сентре илĕртÿлĕхĕпе, сутуçăсен тараватлăхĕпе çын кăмăлне çавăртăмăр пулсан эпир хамăр тĕллеве чыслăн пурнăçлатпăр теме сăлтав пур.
Суту-илÿ вырăнĕсем хăйне евĕр культура центрĕсене аса илтереççĕ. Вĕсем - ял сăн-сăпачĕ. Шăрăх çанталăкра урамра çын утни курăнмасть, лавкка патĕнче вара халăх пурах. Куллен кирлине туяннипе пĕрлех ял хыпарĕсене сÿтсе яваççĕ, тăванĕсемпе тĕл пулса калаçни мĕне тăрать!
Александр Андреевич пĕр цифра илсе кăтартрĕ. Юлашки вунă çулта ялти суту-илÿ тытăмне йĕркелесе çитерме 234 млн тенкĕ уйăрнă. Çуртсене тĕпрен юсанă е çĕнĕрен купаланă, газ, ăшă кĕртнĕ. Хуларинчен пĕртте кая мар-çке. Суту-илĕвĕн 105 тата общество апатланăвĕн 20 ытла предприятийĕ, çăкăр комбиначĕ, кулинари цехĕ, автобаза, çăнăх цехĕ, халăхран чĕр тавар йышăнакан 4 пункт, медицинăпа ветеринари аптекисем, пулă цехĕ - çак организацисенче 800 çынна яхăн тăрăшать.
Ваккăн суту-илÿ çаврăнăшĕнче апат-çимĕç продукчĕсен тÿпи - 67 процент. Çăкăр комбиначĕ 90 тĕрлĕ çимĕç пĕçерсе хатĕрлет. Тăварланă тата тĕтĕмленĕ пулăпа район халăхĕн ыйтăвне туллин тивĕçтерни çинчен пĕлтерчĕç. Паллах промышленноç таварĕсен çаврăнăшĕ те ÿснĕ. Çак çулсенче «Ача-пăча тĕнчи», «Хăтлăх», «Каруççель», «Етĕрне» суту-илÿ çурчĕсем хута кайнă. Самани хăвăрт улшăнса пырать те, ял çынни тÿлевсенче банк карточкисемпе е кредит майĕсемпе ытларах усă курма пуçларĕ. Кунсăр пуçне райпо таварсене йÿнетсе сĕнекен тĕрлĕ акци ирттерни те пулăшать.
Кулинари цехĕнче пире Надежда Петровна Климентова питĕ ăш пиллĕн йышăнчĕ:
- Пирĕн хĕрсем çав тери маттур та ĕçчен, - тет вăл. - Ирхи пиллĕкре ĕçе пуçăнаççĕ. Коллективра пурĕ 12-ĕн. Иванова, Данилова, Демидова, Матвеева, Ягодейкина, Рычажкова, Павлова... Эй, пурне те асăнмăп. Тутлă апат-çимĕç ăстисем. Эпĕ кунта 1987 çултанпа ĕçлетĕп. Костромари технологи техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн килтĕм. Етĕрне халăхĕ пирĕн продукцие питĕ килĕштерет. Камăн çуралнă кун е юбилей - маларах саккас параççĕ. Ывăлпа хĕр те суту-илÿ енĕпе кайрĕç. Валентина коопераци институтне ăнăçлă пĕтерчĕ.
«Встреча» кафене юсаса çĕнетнĕ хыççăн кунта харăсах 130 çын вырнаçать. Туй кĕрлет, çуралнă кун паллă тăваççĕ. Райпо общество апатланăвĕн предприятийĕсен пурлăх никĕсне çирĕплетес çул çине тăнă. Çăкăр комбиначĕн çĕнĕ линийĕсене ĕçе кĕртме пысăк укçа уйăрнă. Ку чухнехи оборудовани - чуста çăракан, печени пĕçерекен машинăсем ĕç тухăçлăхне ÿстерме май параççĕ. Газпа ĕçлекен икĕ кăмакана хута янă.
Халăхран чĕр тавар туянасси яланах тĕп вырăнта пулнă. «Пучах» тата «Выльский» хуçалăхсенче ирттернĕ тĕл пулусенче эпир сĕт пуçтарассине мĕнле йĕркеленипе кăсăклантăмăр. «Райпо машини куллен килет, укçапа вăхăтра татăлаççĕ. Икшер ĕне тытакансем уйăхне 10 пин ĕçлесе илеççĕ. Пирĕншĕн ку пысăк укçа», - терĕç çынсем. Техника паркĕ начар мар вĕсен. Автотранспорт шучĕ 40-рен иртнĕ. Кафесемпе лавккасене, шкулпа ача сачĕсене экологи енчен таса апат-çимĕç леçеççĕ.
Коллектив ăнăçлă ĕçлесе пырасси производство процесне вăхăт ыйтнă пек йĕркелесе çитернинчен, кадрсен ăсталăхĕнчен килет-тĕр. Коопераци тытăмĕн техникумне е аслă шкулне вĕренме кĕрес текенсене яланах хапăл, вăй çитнĕ таран укçан пулăшаççĕ. Специалистсенчен чылайăшĕ - ку тăрăхра ÿссе çитĕннĕскерсем.
Хисеп хăми çинче - Алина Алексеева хатĕрлевçĕ, Юрий Иванов водитель, Элла Иванова, Эльвира Андреева, Полина Васильева лавкка заведующийĕсем, кафе ертÿçи Наталья Чугунова, Галина Данилова çăкăр пĕçерекен, кулинари цехĕн ертÿçи Надежда Климентова.
Спортри çитĕнÿсене те асăнмалла. Районти çăмăл атлетсен кросĕнче райпо команди /Снежанна Фадеева, Ольга Вашурова, Галина Кириллова, Людмила Семенова, Елена Сезяйкина, Александр Сидоров, Валентина Воробьева, Игорь Емельянов, Владимир Яковлев, Николай Родионов, Владимир Осокин/ мала тухнă. Наталья Горбунова вара Чăваш Енри потребкооперацире тăрăшакан пикесен конкурсĕнче ятарлă приза тивĕçнĕ.