Комментировать

Çÿп-çап хутаççине контейнера тухса пăрахнă хыççăн унпа малалла мĕн пулса иртни пирки эсир шухăшланă-и? Çук та пулĕ. Çапах ăна турттарса каякан машинăна курнах.
Иртнĕ тунтикун эпĕ шăпах çÿп-çапа сортировка тăвакан станцие ĕçлеме кайрăм. Пĕр кун чăтайăп-ши? (…)
Ирхи 6 сехет. Ĕç кунĕ пуçланнă. Самосвалсемпе КамАЗсем пĕрин хыççăн тепри çитсе чарăнаççĕ. (…)
Манăн ĕç вырăнĕ — автомашинăсем каяша пушатнă тĕлте. Сывлăшра пăнтăхнă апат-çимĕç шăрши тăрсан та чăтма пулать. Пĕр сехетрен ăна хăнăхрăм, туйми пултăм. (…)
Шупашкарта пурăнакансем çÿп-çап карçинккине усă курнă, юрăхсăра тухнă япала кăна ывăтмаççĕ. Тупнă япаласенчен музей йĕркеленĕ. Унти экспонатсем кирек кама тĕлĕнтерĕç. Сентре çинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнине хыпарлакан хаçат страници, орден-медальсем, патрон, фронтран янă виç кĕтеслĕ çырусем… Кудряшов хушаматлă салтакăн награда хутне алла тытрăм. Ăна типтерлĕ упрани тÿрех палăрчĕ. Çурăлнă страницăсене тирпейлĕ çыпăçтарнă. Кудряшов сержанта батальон командирĕ Берлина илнĕшĕн тав тунă, Севастополе, Ригăна ирĕке кăларнăшăн, Ленинграда хÿтĕленĕшĕн чыс тунă. Ветеран пурнăçран уйрăлсан унăн докуменчĕсем никама кирлĕ пулман.
Чăваш тумĕ-эрешĕ те кунтах вырăн тупнă. (…) Музейăн пĕр çÿлĕкне укçапа хаклă йышши статуэткăсем валли уйăрнă. Ку таранччен Сергей Мавродий облигацийĕсене курма тÿр килменччĕ. Кунтах — Ленин, Сталин бюсчĕсем, тĕрлĕ статуэтка… «Тепĕр çĕр çултан хăш-пĕр экспонатăн хакĕ ÿссех кайĕ», — терĕ манăн экскурсовод
” (Журналист профессие улăштарать: Çÿп-çап купинче чаплă экспонатсем те тупăнаççĕ. Ольга КАЛИТОВА)

* Хуралçăран хăранипе юман çинчен анман

* Хĕрсем салтак атти тăхăнма хатĕр

* "Çитмен пурнăç пиртен строитель туса хучĕ"

* Тĕнче курса çÿресен те ĕçлеме - тăван тăрăха

* Эпĕ унăн пурнăçне пĕтертĕм

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.