Комментировать

26 Фев, 2019

Тетте № 2 (294), 2019 çул

ÇĔНĔ НОМЕРТЕ:

Хĕл кунĕсем вĕçлениччен вăхăт нумай та мар. Çавна май "Тетте" журналăн 2-мĕш номерĕн хуплашки çинчи упа çури йĕлтĕрпе ярăнса ĕлкĕрес тенĕ пулмалла, мулкач та унран юласшăн мар. Юнашар вĕçсе иртекен кайăк та ярăнĕччĕ те, анчах йĕлтĕр тĕкме вăйĕ çитмест.
Юратнă журнал пĕчĕк тусĕсем валли хальхинче тĕлĕнтермĕш хатĕрленĕ, вăл - ташлакан старик. Унпа эсир 2-мĕш тата тата 4-мĕш страницăсенче паллашатăр.
МАНĂН ТĂВАН ÇĔРШЫВ. Çĕрпÿ районĕн гербĕ çинче мĕн сăнланнă? Мĕнле паллă вырăнсемпе мăнаçланса тăрать çак район?
ХАВАСЛĂ УРОК. "К" сас палли çырма вĕренетпĕр.
СĂВĂЛЛĂ АЗБУКА. "С" (Сысна), "ç" (Çарăк), "т" (Трактор), "у" (Укроп).
"ТЕТТЕ" КĔНЕКИ. "Чăх, Кăвакал тата Шăши" (таджик халăх юмахĕ), "Тăмана тата Çăхан" (яппун халăх юмахĕ).
"ТЕТТЕ" ВĔРЕНТЕТ. Тропик вăрманĕн чĕр чунĕсем.
ЧĂВАШ ЕНĔН ХĔРЛĔ КĔНЕКИ. Сăрă чарлан (серая цапля), чул пыл хурчĕ (пчела-каменщица).
ĂСТА АЛĂ. Грузин хĕр ачин тумĕ мĕнле пайсенчен тăрать-ши?
НАШЕ ТВОРЧЕСТВО. Стихи школьников Чебоксарской школы №3.
"ПИРĔН ТУСЛĂ КЛАСС" + "ПИРĔН ТУСЛĂ УШКĂН". Шупашкарти 130-мĕш ача сачĕ, Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицей, Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт Шăмăршăри пуçламăш класс шкулĕ-ача сачĕ, Шупашкар районĕнчи Кÿкеçри "Ягодка" ача сачĕ, Шупашкар районĕнчи Кÿкеçри "Крепыш" ача сачĕ, Шупашкар районĕнчи Кÿкеçри "Пÿрнеске" ача сачĕ.
ЯЛАНАХ "ТЕТТЕ" ПĔРЛЕ. Вика тата Вадим Карлиновсем (Патăрьел районĕ, Çăл Атăк), Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпари "Березка" ача сачĕ, Шупашкарти 130-мĕш ача сачĕ, Элĕк районĕнчи Юнтапа шкулĕ, Ангелина Лукина (Шупашкар, 36-мĕш шкул).
ХАВАСЛĂ КĂРАНТАШ. Вăрмар, Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă, Йĕпреç районĕсенче тата Шупашкарта пурăнакан ачасен ÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.