Комментировать

15 Фев, 2019

Çăлтăр витĕр çул тупнăскер

Иртнĕ шăматкун Комсомольски районĕнчи Нĕркеçри вăтам шкулта çак ялта çуралса ÿснĕ, тăван литературăра анлă йĕр хăварнă Чăваш халăх писателĕ Лаврентий Таллеров çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă «Л.В.Таллеровăн илемлĕх тĕнчи» наука-практика конференцийĕ иртрĕ.

Куçа илĕртекен чăваш çи-пуçне тăхăннă шкул ачисем ятарласа килнĕ хăнасене çăкăр-тăварпа, ăшă сăмахсемпе кĕтсе илчĕç. Алă çупнă сасă тамалсанах сцена çинчи экран çуталчĕ. Унта чăваш чĕлхипе лите-ратурине вĕрентекен Надежда Ефремова сăн ÿкерчĕксенчен хатĕрленĕ «Кăмăлпа пăхса илсемĕр эпĕ утнă çул çине…» презентаци пуçланчĕ. Ячех чун-чĕрене ярса илнĕрен Лаврентий Васильевич утнă çулсене аса иле-иле куç илмесĕр пăхрăмăр: ачалăх, вĕреннĕ вăхăт, комсомол ĕçĕ-хĕлĕ, райхаçатра, «Коммунизм ялавĕ» хаçатра /халĕ «Хыпар»/, «Тăван Атăл» журналта ĕçленисем, кун çути курнă, вулакансем патне çитнĕ кĕнекесем, вĕсене пысăк хак панă сумлă çыравçăсен сăмахĕсем…
«Эпĕ Нĕркеçпе çуммăнах, Хирти Сĕнтĕрте, пурăннă май, Лаврентий Васильевича аван пĕлнĕ, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов. — Кĕнекисене те чылайăшне вуланă. Вĕсенче геройсен чунĕ, сă-нарĕ, шухăшлавĕ тапса тăрать. Калас тенине çиелтен шăйăрттармастчĕ, тарăн илетчĕ. Чи кирли — унăн кĕнекисенчи шухăшсем кивелмен, кирлĕлĕхне çухатман. Çавăнпа та, ачасем, вуламалла, хăвăрăн тавра курăмăра пуянлатмалла. Район, республика сумне çĕкленĕ мухтавлă çыннăмăрсене асăмăрсенчех тытмалла».
«Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн заместителĕ, Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Г.Максимов, Нĕркеçри вăтам шкул директорĕ Н.Петрова, «Каçал ен» хаçат редакторĕ А.Ефремова, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен районти ертÿçи, Комсо-мольскинчи 2-мĕш шкул вĕрентекенĕ С.Индюкова тата ыттисем те Л.Таллерова ырă та пархатарлă сăмахсемпе аса илчĕç, кĕнекисем те пысăк чĕреллĕ çынлăхпа палăрса тăраççĕ терĕç. Малалла вулас...

www.hypar.ru
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.