Комментировать

14 Фев, 2019

Шупашкарта автономлă мелпе çÿрекен троллейбуссем çула тухнă

Шупашкарта автономлă мелпе çÿрекен çĕнĕ троллейбуссем çула тухнă. Хальлĕхе вĕсем пассажирсемсĕр-ха. Çывăх вăхăтра вĕсем 10-мĕш маршрутпа çула тухĕç. Ун йышши транспорт «мăйракисене» антарса 30 километра яхăн парăнтараять. Çакна та палăртмалла: çĕнĕ троллейбуссене электроэнерги 30% сахалрах кирлĕ.

Салона 100 çын таран вырнаçма пултарать. Пандус, смартфон аккумуляторне зарядкăпа тивĕçтермешкĕн USB порт тата кондиционер пур. Хальхи вăхăтра вĕсене хула урамĕсенче çÿретсе тĕрĕслеççĕ. Эрнерен вĕсем çĕнĕ, 10-мĕш маршрутпа çула тухмалла. Вăл «Чукун çул автовокзалĕ» - «Николаев урамĕ» - «Тĕп пасар» - «Фучик урамĕ» - «Б. Хмельницкий урамĕ» - «9-мĕш шкул» - «Кошкино» - «Айги проспекчĕ» - «Дементьев урамĕ» чарăнусене çыхăнтарĕ. Тепĕр енне те çак çулпах çÿрĕ.

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА. Cap.ru сайтран илнĕ сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: