Комментировать

9 Фев, 2019

"Йĕлтĕрленчĕ" Чăваш Ен

Паян, нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче, пирĕн çĕршыври пин-пин çын йăлана кĕнĕ чупăва хутшăнчĕ.

Республикăра пурăнакансем те хаваспах йĕлтĕр çине тăчĕ. Тĕп хуламăрта «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2019» Шупашкарти аэропорт çывăхĕнчи уçă лапамра иртрĕ. Ăмăртăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ.

Михаил Васильевич хутшăнакансене уяв ячĕпе саламларĕ, ăмăрту кăмăла çĕклессе шаннине пĕлтерчĕ. «Йĕлтĕр йĕрĕ» кăçалхипе 37-мĕш хут иртет. Çулсерен хутшăнакансен шучĕ ÿссех пырать. Кăçал республикăра 65 пине яхăн çын чупăва тухнă. 

«Виççĕ, иккĕ, пĕрре», — пулчĕ старт 12 сехетре. Чи малтан вип-ушкăн 2019 метрлă дистанцие парăнтарчĕ. Вĕсем хыççăнах 3 километр чупакансем старт илчĕç. Каччăсенчен малти вырăна — А.И. Тихонов ячĕллĕ спорт шкулĕнче вĕренекен Роман Соловьев, хĕрсенчен В.Егорова ячĕллĕ Олимп резервĕсен спорт шкулĕнчи Виктория Александрова тухрĕ. Каярах 5 тата 10 километрлă дистанцисене хутшăнакансем чупрĕç. Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăхне туптакан Дмитрий Яковлевпа Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Екатерина Григорьева 5 километр чупса пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç. 10 километрлинче Анастасия Гришинăпа Юрий Никитин /Олимп резервĕсен 2 мĕш спорт шкулĕ/ çĕнтерчĕç. Пурне те кубокпа, медальпе тата парнепе чысларĕç.

«Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ» ята кăçал 1 çулталăк та 8 уйăхри Глеб Немцев тивĕçрĕ. 89 çулти Пимен Петров тата 87 çулти Вера Орлова «Чи опытлă йĕлтĕрçĕсен» шутне кĕчĕç.

Рубрика: