Комментировать

8 Фев, 2019

Чăваш чунĕ пурăнакан çуртра кашнин пулмалла

Культура министрĕ Владимир Мединский ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Шуршăлти космонавтика музейне çитсе килчĕç. Унта сумлă хăнасене районти пултарулăх коллективĕсем юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç.

Сăмах май, ялти культура керменĕнче Андриян Николаев çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă "Чăваш çĕрĕн мухтавлă ывăлĕ" фестиваль иртет.
Хăнасем космонавтсен аллейине курса çаврăнчĕç, Андриян Николаевăн çуртне кĕчĕç, космонавтăн вил тăпри çине чечек хучĕç, музейри экспонатсемпе паллашрĕç.

- Кунта кашни ачан пулса курмалла, космонавтăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тĕпчемелле. Николаевăн пурнăçĕ вăл - пирĕншĕн тĕслĕх. Пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе вăл хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе малалла талпăннă, тĕнче шайĕнчи çăлтăр пулса тăнă. Унăн ачалăхĕ иртнĕ çуртра паянхи кун та чăваш чунĕ пурăнать, - терĕ министр.
 

Рубрика: 
Теги: