Комментировать

11 Июн, 2014

Чăтма çук чее подрывник

Василий Иванович Коробко 1927 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чернигов облаçĕн Семенов районĕнчи Погорельцы ялĕнче çуралнă. Черниговщинăри партизан юхăмĕнче хастарлăхпа палăрнă вăл. Разведчик тата çыхăнуçă, каярах вара подрывник пулнă. Гитлер салтакĕсене тата çар техникине турттаракан вун ултă эшелона сирпĕтсе янă, вунă пăравуса йĕркерен кăларнă. 1944 çулхи ака уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Белоруссире пуçне хунă. Ăна Ленин орденĕпе тата Хĕрлĕ Ялав орденĕпе икĕ хут наградăланă.

Лагерьте вăл ăнсăртран тупăнчĕ. Çăра тĕмсем витĕр часовой умне тухса тăчĕ. Лешĕ вара аллинчи винтовкине çирĕпрех тытрĕ те ачана шанмасăртарах сăнарĕ.

_ Ăçта каятăн, каччă? _ ыйтрĕ вăл хаяррăн.

Арçын ача ун çине куç айĕн пăхса илчĕ те урисене хăюсăррăн пускаларĕ.

_ Сирĕн пата, _ терĕ те вăл пĕр хушă шăп тăчĕ. _ Мана командир патне ертсе кайăр-ха.

_ Еплескер, тÿрех командир патне... Мĕн сăлтавпа кирлĕ вăл сана?

_ Партизан ретне тăрас килет. Фашистсене çапса тăкасчĕ.

_ Ха-ха! _ кулса ячĕ часовой. _ Фашистсене хĕнеме мĕнлерех чышкă кирлине пĕлетĕн-и? Эсĕ хăвăн çине пăх-ха: çĕр çумĕнчен те уйрăлайман. Кăштах çитĕн... Ун чухне калаçăпăр.

_ Илсе кайăр та ĕçĕ те пĕттĕр! _ хăйĕн сăмахĕнчен пăрăнмарĕ арçын ача.

Часовой шухăша путрĕ.

_ Иван! _ чĕнсе илчĕ вăл иртсе пыракан партизана. _ Çак ачана Александр Петрович патне ертсе кай, унпа мĕн тумаллине калатăр...

Тепĕр минутран арçын ача партизан отрячĕн командирĕ умне çитсе те тăчĕ.

Çÿллех мар хăй, ашшĕн кĕрĕкне тăхăннăскер çине-çинех сăмсине нăшлаттарать тата тархасланăн калать:

_ Мана хăвăр отряда илĕр-ха, ну тархасшăн. Ÿкĕнме тивмĕ...

Александр Петрович Балабай ачана тимлĕн сăнарĕ те пĕр вăхăт шăп тăнă хыççăн çапла ыйтрĕ.

_ Мĕн ятлă эсĕ?

_ Вася Коробко. Погорельцы ялĕнчен... _ Тата хушса та хучĕ. _ Вăрçăччен пилĕк класс вĕренсе пĕтертĕм.

Çапла каласа вăл хăй текех пĕчĕк маррине кăтартасшăн пулчĕ. Командир кулса илчĕ те хул пуççине сиктерчĕ.

_ Пирĕн отрядра мĕн тăвасшăн-ха эсĕ, Вася?

_ Мĕн хушнине пĕтĕмпех тăвăп.

Арçын ача командир иккĕленнине асăрхарĕ те çийĕнчех хушса хучĕ:

_ Эсир мана хăвăр пата илмесен те эпĕ кунтан ниçта та каймастăп. Вăрмантан яла таврăнмастăп.

_ Авă мĕнле эсĕ! _ каллех кулса илчĕ Балабай. _ Юрĕ. Апла пулсан тимлĕ итле. Пире лайăх разведчик кирлĕ. Вăл тăшмансем хушшинче ĕçлесе вĕсен кашни хусканăвĕ тата планĕ çинчен пĕлтерсе тăтăр. Эсĕ çавăн пек разведчик пулайăн-и?

_ Пулаятăп, Александр Петрович, _ терĕ арçын ача çирĕппĕн.

_ Эппин хăвăн ялна таврăн та комендатурăна вырнаçма тăрăш.

_ Юрать, командир юлташ!

_ Пирĕн пуплев çинчен никама та пĕр сăмах та ан кала, _ асăрхаттарчĕ Балабай.

Çапла вун тăватă çулта Вася Коробко пĕрремĕш задани илет, ăна часах тивĕçлипе пурнăçлать.

Килне таврăнсан вăл комендатурăра ĕçлеме тытăнать: урай шăлать, çăвать, кăмака хутать, полицайсем хушнине итлет.

_ Кур-ха, епле тăрăшать, _ куç хĕсеççĕ лешсем пĕр-пĕрне. _ «Çĕнĕ йĕркене» мĕнле пăхăнмаллине пĕлет.

Васьăн вăрттăн шухăшне вĕсем тавçăрма та пултараймаççĕ. Чăннипе вара çак ача, харсăрскер тата сăнама юратаканскер, Гитлер гарнизонĕ çинчен вăрттăн хыпар пуçтарать, автомашинăсене, пулеметсене ăçта пытарнине, офицерсем кам патĕнче пурăннине пĕлсе тăрать. Çакна вăл пĕтĕмпех çыхăнуçăсем урлă отряда пĕлтерет, хăш чухне вара хăй те вăрмана тухма май тупать. Ку тĕллевпе Вася комендантран киле кайса курма ирĕк ыйтать тк пахчасем витĕр партизансем патне васкать. Александр Пет-рович вăл килсен ялан савăнать _ çамрăк разведчик çав тери пĕлтерĕшлĕ хыпарсем илсе килет-çке. Пĕррехинче вăл ачаран çапла ыйтать:

_ Ну, пионер, мĕнле унта сирĕн ялта? Листовкăсемпе еплерех?

_ Пурте йĕркеллĕ, Александр Петрович, _ тет Вася. _ Пĕтĕмпех салатса тухрăм. Пĕрне вара комендатурăра та çыпăçтартăм.

_ Ăçта, ăçта? _ сисчĕвленчĕ Балабай.

_ Комендатура алăкĕ çине, _ сăпайлăн ăнлантарчĕ Вася.

Командир сăнĕ тĕксĕмленчĕ.

_ Никам та курман-çке. Тĕттĕмччĕ. Эпĕ шăппăн.

_ Ну, хăв пĕл, асăрхануллă пул...

Çав листовкăсенче партизансем ял халăхне нимĕçсенчен çăкăр, выльăх-чĕрлĕх, пахча çимĕç, ăшă тумтирпе пушмаксене пытарса хума хушнă. Вася нумай листовка çыпăçтарнă. Анчах ку ăна çителĕксĕр пек туйăнать. Вăл тăшмана хирĕç курăмлăрах ĕçлес шухăшлă. Часах хăйĕн вăхăтне кĕтсе илет. Вася отряда хыпарласа тăнине пула штабра нимĕç гарнизонне аркатмалли план шухăшласа тупнă.

Çав сивĕ раштав каçĕнче гитлеровецсем пирĕннисем тапăнасса пачах кĕтмен. Лăпкăн çеç çывăрма выртнă. Часовойсем те тĕлĕрсе кайнă. Çĕрлехи тĕттĕмре вĕсем тăватă енчен çывхаракан мĕлкесене те асăрхаман.

Тапăну кĕтмен çĕртен пуçланнăран фашистсем тăна кĕрсе те ĕлкĕреймен. Пÿрт-сенчен вирхĕнсе тухса, унталла-кунталла тĕлсĕр персе, вĕсем ăçта лекет, çавăнта чупнă. Анчах ниçта та вĕсем пульăсенчен хăтăлайман.

Çав каç тăшманăн пĕр пулемечĕ те сас паман. Партизансем çĕр аллă ытла фашиста тĕп тунă, нимĕçсен автомашинисене çунтарса янă, хĕç-пăшалĕпе вăрçă хатĕрĕсене пуçтарса илнĕ.

Çак çĕнтерÿшĕн Вася пуринчен ытла савăнчĕ пуль, ку унăн пĕрремĕш çĕнтерĕвĕ-çке.

Часах Вася гитлеровецсем хăйне сыхланине сисет те кун çинчен партизан отрядне пĕлтерет. Командир пурне те пĕр тăхтамасăр вăрмана куçма хушать. Отрядра Васьăна çыхăнуçă пулма сĕнеççĕ. Анчах ачана ку шухăш тивĕçтермен: лара-тăра пĕлменскере ытларах кирлĕ. Вăл подрывник пулма йăлăнать. Командир ирĕк парсан Вася Коробко часах фашистсем умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Гитлеровецсене тата хĕç-пăшал турттаракан эшелонсене хысакран пăрса янă, нимĕç автомашинисем çÿрекен çулсене минăланă, складсемпе кĕперсене сирпĕтнĕ. Фашистсем ăна кăлăхах шыраççĕ _ Васьăна тытма çук. Хăюллă та хăрама пĕлмен Вася яланах тăшман кĕтмен вырăнта тухать. Çав вăхăтра вăрçă вĕçленсе пырать. Мухтавлă совет çарĕсем тăшман вăйне палăрмаллах чакараççĕ. Часах партизан отрячĕ çапăçнă территорие фашистсенчен тасатать. Партизансем Хĕрлĕ Çар пайĕ-семпе пĕрлешеççĕ.

_ Ну, Васек, сывă пул, _ командир çамрăк патриотăн аллине çирĕп чăмăртать. _ Халĕ санăн килте те ĕçлемелли чылай. Вĕренме çÿрĕн. Ялсене те йĕркене кĕртмелле...

Вася Коробко килĕнче юлать. Анчах унăн çаплах вăрçă канонади янăраса тăнă вырăна каяс килет. Фронтра юн юхнă тата совет çыннисене фашистсем асаплантарнă вăхăтра вăл лăпкă пурăнаймасть. Коробко хăй ирĕкĕпе фронта каять.

Васьăна опытне кура Украинăри пĕрремĕш партизан дивизийĕн диверси ушкăнне йышăнаççĕ. Каллех фашист эшелонĕсем çулран пăрăнса кайма, кĕперсем сывлăша çĕкленме тытăнаççĕ...

...Фронт вара анăçаллах куçса пырать. Канонада сасси кунĕн-çĕрĕн шăпланма пĕлмест. Партизансене вăл тухăç енчен ил- тĕнет. Вĕсемшĕн Белорусси вăрманĕсенчех _ фронт.

_ Часах Польшăна çитетпĕр, _ тет диверси ушкăнĕн командирĕ Васьăна. _ Унта фашистсене çапса тăкăпăр. Халĕ вара разведкăна тухмалла. Виççĕн каятăр. Асăрхануллă пулăр, засадăна ан çакланăр. Ансăр колея тĕлне çитсен лайăх пăхăр: фашистсем мĕнле те пулин сăтăрла ĕç хатĕрлемеççĕ-и?

Çапла каласа командир карттă çине кăтартать. Чăн та, чикĕ çывăхрах иккен. Юнашарах _ Брест. Польша... Мĕн кĕтет-ши вĕсене унта?

Тепĕр тесен, Вася халь ун çинчен шухăшламасть те. Унăн хăвăртрах задание пурнăçлас килет.

...Вăрманта вара çуркунне шăрши тăрать. Йывăçсенчен тумла юхать. Çăра мар тĕтрен тĕттĕм кăвак хумĕсем симĕс хырсем тата шурă хурăнсем çийĕн чÿхенеççĕ. Ура айĕнче йĕпе юр сас парать. Виçĕ разведчик ансăр колея хĕррипе асăрханса иртет.

Акă чугун çул юппи хыçалта юлчĕ. Пĕтĕмпех карттăра кăтартнипе килĕшсе тăрать. Маларах _ станци пÿрчĕ, ун хыçĕн-че вара _ юхан шыв урлă выртакан кĕпер...

_ Эсир, ачасем, шăппăн малалла кайăр, _ терĕ ушкăнра асли. _ Эпĕ вара çав тÿпем патне кайса пăхам, фашистсем пуррипе çуккине тĕрĕслем. Часах сире хăваласа çитĕп...

Çÿллех мар сăрт çине кăтартса асли унта кайма хатĕрленчĕ. Сасартăк унти хырлăхран пулеметран пеме тытăнчĕç. Вася юр çине ÿкрĕ. Разведчиксенчен пĕри тĕм хыçне чăмнине куç хĕррипе курса юлчĕ.

Çамрăк патриотăн чĕри тапма чарăнчĕ. Ку ĕç 1944 çулхи çуркунне Беловежски вăрма- нĕнче пулса иртрĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.