Комментировать

11 Июн, 2014

Ĕмĕтленме юратакансем

Ачасемшĕн тинех хаваслăран та хаваслă вăхăт çитрĕ. Ара, çуллахи каникула вĕсем тахçанах кĕтнĕ вĕт. Юлашки чĕрĕк вĕçленсенех пĕрисем лагерьсене, теприсем аслашшĕ-пе асламăшĕ патне яла, виççĕмĕшĕсем аякри хулана хăнана тухса кайрĕç.

_ Ирĕклĕ самантпа усă курса хамăр тĕллеве пурнăçлар-ха, _ терĕç вĕсем хăйсен ăшĕнче.

Сăвă та çырать пирĕн Алексей

Канашри 11-мĕш шкул вĕренекенĕ Алексей Федотов çав тери хаваслă. Халĕ вăл каникула яла кукашшĕ патне кайма хатĕрленет. Сумкисене хатĕрлесе те хучĕ ĕнтĕ. Çырма юратать те хулăн тетрачĕпе ручкине те хăйĕнчен хăварас мар терĕ. Акă диван çине ларса тетраде уçрĕ. Чăтаймарĕ, амăшне халалланă сăвва сасăпа вулама тытăнчĕ.

Çакă пысăк уявпа

Саламлатăп эп сана.

Таса шухăшлă пулма,

Уйăх пек хитре кулма,

Çирĕп сывлăхлă пулма

Чĕререн сунап сана.

_ Анне çакăншăн питĕ хĕпĕртерĕ. Куçĕнчен куççуль те тухрĕ. Савăннипе, _ çаплах хăйпе хăй калаçрĕ арçын ача хавассăн. _ Ялта татах та шăрçалăп-ха ун çинчен. Пулăра чухне те пуçра сăвă йĕркисем çураласса шанатăп çеç мар, чунпа туятăп.

Юратнă çыннисене тутлă апат-çимĕçпе сăйлама юратакан Алексей хальхинче икерчĕ пĕçерме вĕренесшĕн.

_ Ĕмĕтĕм манăн ак çакнашкалрах. Кашни ир пулла çÿрĕп. Шăп та шай икерчĕ пĕçернĕ кунхине кукаçипе вăрмана милĕк касма кайăпăр. Унтан таврăнсан мунча хутса ярăпăр та вăл тутлăланиччен çĕр улми нимĕрĕ хатĕрлĕп. Мунчаран рехетленсе тухсан кăмăллăн кăна сĕтел хушшине вырнаçăпăр, _ терĕ арçын ача тетрадьне хупнă май. _ Çапах та анне пĕçернĕ пицца та, кукăль те, яшка та, пăтă та никамăннинчен те тутлăрах пулать.

Пысăк тĕллевлĕ Валерия

Вăрмар районĕнчи Кĕтеснерти Валерия Ивановăшăн каникул хăйне евĕр уяв!

_ Мĕншĕн хĕпĕртес мар? Вĕренÿ çулĕнче пĕрре мар спектакльте вылярăм. Тĕрлĕ сăнар калăпласа куракана пултарулăхăмпа савăнтартăм. Сцена çинче эпĕ епле выляни килĕшет вĕсене. Спектакль вĕçленсен тăвăллăн алă çупни çакна çирĕплетет. Юлашки чĕрĕке яланхиллех «5» паллăпа вĕçлерĕм. Çакăншăн килтисем те хĕпĕртерĕç. Парнепе хавхалантарма сăмах пачĕç. Ырă хыпар та пĕлтерчĕç, Самарăна кукамай тăрăхне хăнана çитсе килĕпĕр терĕç. Чăнах, хам та юратнă çыннăмăрсемшĕн тунсăхларăм, _ тет хастар çамрăк хăпартланса.

Хĕр ачан ашшĕ чăваш, амăшĕ вырăс. Валерия вара икĕ чĕлхепе те аван пуплет.

_ Чăваш чĕлхине те, вырăс чĕлхине те юрататăп. Ÿссен полици ĕçченĕ пуласшăн. Çак професси мана питĕ килĕшет. Спектакльсенче вылянăран хăшĕ-пĕ-ри артиста кайма сĕнет. Паллах, хирĕç эпĕ. Хамăн пурнăçа пачах урăх çулпа ярас килет. Юратнă ĕçре савăнса тăрăшасчĕ, пысăк тĕллевпе пурăнасчĕ, _ хăй шухăшне палăртать мал ĕмĕтлĕскер.

Валерия ÿкерме ăста. Хăйĕн ĕçĕсенче ытларах кăранташпа усă курать. Çын сăнне икĕ сехет хушшинче «калăпласа» кăларма пултарать. Халĕ те вăл çывăрса тăрсанах йывăç сулхăнне тухса ларать. Çуллахи çут çанталăк илемне шурă хут çине васкамасăр куçарать.

...Пăчă. Сывлăшĕ те йывăр. Валерия паян та йывăç сулхăнĕнче. Мĕн ÿкересси пирки чылайччен шухăшласа ларчĕ. Акă йĕри-тавралла сăнама тытăнчĕ. Кĕçех куç умне сăнарланмалли тухса та тăчĕ. Авă карта юписем çинче çерçисем чĕвĕлтетсе лараççĕ.

_ Ку кайăксем нумайăн-ха, паян ÿкерсе пĕтересси пулмасть вĕсене. Чим, хуралтă çумĕнчи хĕвелпе хĕрнĕ тусана чавса унта кĕрсе выртнă чăх кăмăла çĕклерĕ-ха. Эй, тÿрĕ выртма пултараймасть-çке тата! Кур-ха, вăл ăшша юратмасть иккен, урисемпе чавса нÿрĕ çĕр кăларчех. Çавăнта канлĕх тупрĕ маттурскер, _ кулкаласа калаçрĕ хăйпе хăй хĕр ача.

Дарина _ кĕнеке тусĕ

Йĕпреç районĕнчи Энтрияль шкулĕн тăваттăмĕш класĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухрĕ Дарина Семенова. Унччен те библиотекăран тухма пĕлменскер халĕ те çав сукмаках такăрлатать.

_ Евгения Николаевна, пĕлетĕр-и, лайăх кĕнекесене кăна шĕкĕлчес килет манăн. Çĕнĕ хайлавсем килмерĕç-и-ха çак кунсенче? _ кăсăкланать вăл библиотекăна кĕнĕ кĕмен. _ Пĕр кун вуламасан тем çитмен пек туйăнать, пушă вăхăт пулмасан та каç енне пĕрех алла кĕнеке тытатăп.

Чĕр чунсем, çут çанталăк çинчен вулама юратать вăл. Уйрăмах вĕсем çинчен çырнă юмахсене кăмăллать.

_ Унта пурте калаçаççĕ. Хĕртсе пăхакан хĕвел те, кĕмсĕртетсе килекен аслати те, çилпе сулланакан йывăç-курăк та, шăши тытма юратакан кушак та, йывăр лав туртакан лаша та _ пурте пĕр-пĕринпе пуплеççĕ. Йывăр вăхăтра канаш параççĕ. Тĕп сăнарсен умне йывăрлăх тухса тăрсан пĕрле кулянатăп. Вĕсен пурнăçĕ ăнма тытăнсан _ савăнатăп. Уйрăмах вĕçĕ килĕшет мана. Ырри усаллине пурпĕрех çĕнтерет. Е тата киревсĕрри хăй йăнăшне ăнланса илет. Ыттисенчен каçару ыйтать, _ тет вăл Евгения Николаевнăна ăнлантарса.

«Тетте» журналпа «Тантăш» хаçата та кăмăллать Дарина. Унта мĕн пурри ăна йăлтах килĕшет. Рес-публикăри тĕрлĕ район çамрăкĕсен пултарулăхĕпе хаваспах паллашать. Сăвви-калавĕ, ÿкерчĕкĕ, пуç ватмăшпа ребусĕсем кăмăлне çĕклеççĕ.

_ Ачасемпе ĕçлеме килĕшет. Хам та хаçат-журналсăр, кĕнекесĕр пурăнаймастăп та вулакан йышлă пулни савăнтарать, _ тет библиотека ĕçченĕ хăпартланса.

Евгения Николаевна Васильева Йĕпреç районĕн-чи Кушакпуç ялĕнче çуралнă. Хĕр ачан амăшĕ чăваш, аслашшĕпе асламăшĕ тата ашшĕ те вырăссем пулнă. Çавна май вĕсен çемйинче кулленхи калаçу, хутшăну вырăсла иртнĕ. Ялти кинемисемпе мучисем чăвашла калаçакансене илтсен вăрçса юнанă. Çапла хĕр ача çичĕ çула çитиччен пĕр сăмах та чăвашла пĕлмен.

Энтриялĕнчи шкула пĕрремĕш класа кайма тытăнсан йывăрлăх сиксе тухнă. Ара, педагог уроксене чăвашла ирттернĕ-çке. Пурне те çĕнĕ темăпа туллин те анлăн паллаштарнă хыççăн çеç Женьăна вырăсла ăнлантарнă.

_ Ай, кун пек хама кăна мар, вĕрентекене те кăткăс. Çине тăрса чăвашла вĕренмеллех, унсăрăн хамах кансĕр пулĕ, _ тесе шухăшланă вăл ытти ачасене ăмсануллă куçсемпе пăхнă май.

...Хăй ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ Женя. Вăхăт иртнĕ-çемĕн класра чи пултарулли пулса тăнă. Чăвашла хитре калаçнисĕр пуçне диктантсемпе изложенисене йăнăшсăр çырнă. Саккăрмĕш класранпа хастар Женя районти чăваш чĕлхипе литература ăмăртăвĕсене хутшăнма тытăннă.

Почтальонкăра тăхăр çул ĕçленĕ хыççăн ялти библиотекăра вăй хунă. Кăшт вăхăт иртсен шкула куçнă. Паян вара хăй ĕçĕпе питĕ кăмăллă Евгения Николаевна.

_ Кашни ачана ăшшăн кĕтсе илет вăл. Вулакан кăмăлне тивĕçтерес тесе ырми-канми тăрăшать, _ тет Дарина Семенова библиотекарь пирки.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.