Йывăççисем вăрман пулса кашлаççĕ
Пÿрт умĕнчи палансем шап-шур чечекреччĕ. Кил хуçи лартнă вĕсене. Кĕркунне çырли куçа йăмăхтарса аякранах илĕртнĕрен ытараймасть вĕсене арçын. Урам енчи пĕчĕк пахчара темĕн тĕрлĕ чечек шăтса тухнă.
Мăшăрĕ чирлесе пурнăçран уйрăлнă хыççăн Шуркассинче тĕпленнĕ Николай Агаков пĕчченех пурăнать. Малтанхи кунсенче çăмăл пулман паллах. Хуйха-суйха, тунсăха ĕçре кăна сирме тăрăшнă. Пахча ĕçне ĕлĕкренех юратнă-ха вăл. Юлашки çулсенче унта чăн-чăн киленÿ тупнă. Çимĕç пахчинче кĕç-вĕç хăяр пулса çитет. Ăна кашни çулах ир акать вăл. Арпус сутăн илмест Николай Михайлович. Ăна та хăех çитĕнтерет. Садра темĕн тĕрлĕ улмуççи, груша, чие-слива, хурлăханпа хăмла çырли ÿсет. «Иçĕм çырли халь такамăн та пур, эпĕ паян кун та лартма ĕлкĕреймен. Кĕркунне туянасшăн-ха», - тет сад хуçи.
Тирпей-илеме, хăтлăха малти вырăна хуракан арçын чечексем те лартать. Купăста, помидор, пăрăç калчисене хăех ÿстерет. Ашшĕне хĕрĕсем те пулăшаççĕ ку ĕçре.
Сурăхсемпе чăх-чĕпсĕр пуçне кроликсем усрать. Вăрăм хăлхаллисене питĕ юратать кил хуçи. Витесене пысăклатса вĕсен йышне малашне тата ÿстерме ĕмĕтленет.
Платник ĕçне ăста Николай Михайлович. Пĕчĕк чухнех йывăçран тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр каскаласа кăларнă. Шăнкăрч вĕллисем ăсталама юратнă. Ял халăхне вăхăтĕнче кантăк рами, вĕллесемпе алăксем, çуна тавраш нумай хатĕрлесе панă. Алли çыпăçуллă пулнине таврара та пĕлеççĕ. Халĕ те пулăшу ыйтма пыракан пур.
- Тепĕр хĕрарăмран та тирпейлĕрех. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнать. Ун пек арçын сахал халь, - терĕç ял тăрăхĕнче. Николай Агаков чылай çул юхан шыв портĕнче мотористра, кайран ГЭСра ĕçленĕ. Хумсен шавĕ, Атăл çийĕн чарлансем вĕçни халĕ те куçĕ умĕнчен каймасть-мĕн.
Пушă вăхăт тупăнсан сăвă хыççăн сăвă шăрçалать Николай Михайлович. Ача чухнех çырма тытăннă вăл. 16 çулта чухне унăн сăввине «Пионер сассинче» пичетленĕ хыççăн тата хавхаланса кайнă. Хайлавĕсене пухса 4 кĕнеке кăларнă. Сăввисем республикăри хаçат-журналта кун çути кураççĕ.
- Хам ĕмĕрте çурт лартнă, ывăл-хĕр ÿстернĕ. Йывăççисем вăрман пулсах кашлаççĕ, - терĕ юлашкинчен Николай Агаков.
Елена АТАМАНОВА.