Комментировать

11 Июн, 2014

Икĕ ача амăшĕ... çемçе теттепе çывăрать

Темле йывăр лару-тăрура пурăнакан та пур. Çемьере хирĕçÿ чылай чухне ĕçкĕпе иртĕхнине пула тухать. Арçын кашни кун ÿсĕр килсе мăшăрĕпе ачи-пăчине канăç памасть. Теприсем никама каламасăр çакна ĕмĕрĕпех е пĕр-пĕр инкек пуличчен чăтса пурăнаççĕ. Ĕçкĕçсен çемйинче пуринчен ытларах ачисене шел. Пĕрмай хирĕçни, çапăçни пĕчĕкскерсен чунне, ăс-тăнне амантать. Ĕçке ярăннă çынпа вĕçне-хĕрне тухма çук. Çитменнине, унран çак самантра темĕн те кĕтсе илме пулать. Çавăнпа та ку вăхăтра килтен тухса кайни лайăхрах та пуль. Анчах та ăçта каймалла? Тăвансене, тантăшсене чăрмантарас та, çемьери лару-тăрăва çынна пĕлтерес те килмест. Çулла урамра та çÿрекелеме пулĕ. Хĕл кунĕсенче мĕн тумалла, ăçта каймалла? Чăтать, урăлсан каçарать упăшкине мăнтарăн хĕрарăмĕ. Хамăртан аякра мар пурăнакан кинеми хăйĕн нушаллă кун-çулне ялан куççульпе аса илетчĕ. Пуртă-çĕçĕпе кăна хăратса пурăннă ăна мăшăрĕ. Патак айĕнчен тухса курайман мĕскĕн.

- Ача çуратса килсен ÿсĕр упăшка урама хăваласа кăларса ячĕ. Чÿк уйăхĕ, самаях сивĕ. Урана кăçатă та тăхăнса ĕлкĕреймерĕм, юр çийĕн çарран темиçе сехет çÿрерĕм. Вĕрилентерчĕ çакăн хыççăн. Кăкăрсем шыçса ларчĕç. Тухтăрсем вилĕмрен аран хăтарса хăварчĕç, - тесе калани халĕ те асран тухмасть.

Йывăр лару-тăрăва лекнĕ хĕрарăмсене пулăшас тĕлĕшпе Шупашкарта ятарлă уйрăм уçнă. Вăл Хусанкай урамĕнчи 29А çуртра вырнаçнă. Телефон номерĕ: 53-42-94. Унта хуларисене кăна мар, районтисене те талăкĕпех йышăнаççĕ. Пĕтĕмпе 90 кун таран пурăнма пулать. Сывă пулнине ĕнентерекен справка кăна кирлĕ /ăна терапевтран илмелле/. Малтанхи кун асăннă уйрăма справкăсăр та йышăнаççĕ. Тепĕр кунне çак çурт çумне ятарласа çирĕплетнĕ терапевт сывлăха тĕрĕслетех.

Хĕрарăмсене пулăшу кÿрекен уйрăм 2009 çултанпах ĕçлет. Малтан кунта консультаци çеç панă, 2013 çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа пурăнма та пулать. Пĕтĕмпе 6 çын валли вырăн йĕркеленĕ. «Шел те, йĕркеллĕ хĕрарăмсем сахал килеççĕ, пусмăрланине шăл çыртса чăтаççĕ, ытларах пурнăçра арпашăнса кайнисем, хăйсен тĕллевне çухатнисем лекеççĕ», - терĕç кунта тăрăшакансем.

Паян уйрăмра 4 хĕрарăм хÿтлĕх тупнă. Кашнин хăйĕн шăпи. Маша /хăй ыйтнипе ятне улăштарнă/ кунта тахçантанпах пурăнать. Вăл ĕçкĕçсен çемйинче ÿснĕ. Хĕр 16 çула çитсен çывăх çыннисем пурнăçран уйрăлса кайнă. Пĕччен юлсан каччăпа тĕл пулма тытăннă. Часах çие юлнă. Пулас ача ашшĕпе çыхăну татăлнă. Хĕр-тантăшĕсем патĕнче пурăнкаланă çак хушăра. Пепке çуралнă. Хĕрарăм кĕçех урăх арçынпа тĕл пулма тытăннă. Унпа та çемье çавăрайман. Ку каччăран иккĕмĕшне çуратнă. Арçынсем иккĕшĕ те ĕçекенскерсем çакланнă. Хĕрарăм хăй те эрех-сăрана тиркесех тăман. Маша пĕрремĕш ачине çуратиччен тĕрмере ларнине пытармасть. Унта мĕншĕн лекнине уççăнах каласшăн мар. Кайран ĕçкĕпе иртĕхме тытăннăскер наркологи диспансерĕнче сипленнĕ. Виçĕ тата тăватă çулти ывăлĕпе хĕрĕ çак çуртрах вырнаçнă социаллă реабилитаци центрĕнче пурăнаççĕ. 26 çулти çамрăк хĕрарăм каллех çĕнĕ арçын тупнине пытармасть. Лешĕ апат-çимĕçпе пулăшкалать. Ниçта ĕçлемесĕр пурăннă Маша тинех кафене вырнаçнă. Тепĕр уйăхран унăн пурăнмалли вырăн шырама тивĕ. Ăçта каясси хальлĕхе паллă мар. «Хамăр каламасăр ачисене кайса курма васкамасть. Çуратасса çуратнă, анчах та амăшĕн туйăмĕ халĕ те вăранман. Машăна ăнланмалла мар. Хăй халĕ те ача темелле-ши? Каçхине çемçе теттепе çывăрать. Çемье пурнăçне пачах та хатĕр мар», - тет реабилитаци уйрăмĕн директор çумĕ Лариса Рябинина.

Хĕрарăмсене пулăшу паракан уйрăмра тÿлевсĕрех пурăнтараççĕ. Япала çума та, апат пĕçерме те майсем пур. Апат-çимĕçне вара хăйсен туянма тивет.

Кунта лекнисене тÿлевсĕр юридици тата психологи пулăшăвĕ параççĕ. Кашни хĕрарăм çумне пĕр социаллă ĕçчене çирĕплетнĕ. Пĕтĕмпех çынран килет. Çак 90 кун хушшинче пурнăçа лайăх енне улăштарма та май пур.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.