Комментировать

29 Янв, 2019

Çунтарса кĕллентернĕ пурнăç

1920-1940 çулсенче ССР Союзĕнче айăпсăр çынсенех тĕрмене хупнă е персе вĕлернĕ. Инкеклĕ, пăтăрмахлă çĕршыв синкерлĕхне çирĕп шăнăрлă, пурнăçа тата çут тĕнчене юратнă çынсем кăна тÿссе ирттернĕ.

Çавăн пеккисенчен пĕри — Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Уйпуç ялĕнче 1897 çулта çуралнă Николай Дмитриевич Майровский. Çивĕч ăслăскер пурнăçне вĕрентекен ĕçĕпе çыхăнтарнă. Политика репрессийĕн «арманĕ» хăйне 1937 çулта çавăрса кĕричченех районти шкулсенче ĕçленĕ.
— 1917 çулхи революци хыççăн салтак шăпи ăна Петроград илсе çитернĕ, — каласа пачĕ Александр Трофимов, Н.Д.Майровский пурнăçĕпе ĕç-хĕлне тарăн тĕпченĕскер. — Çар хĕсметĕнче тăнă тапхăрта вăл фельдшер курсĕнчен вĕренсе тухнă. Çак специальноçпа ĕçленĕрен кайран вилĕмрен çăлăнса юлнă. Петроградра иртнĕ митингра В.И.Ленина итленĕ. Майровские пĕр хушă тиф нушалантарнă, сывалма килне янă. Сипленсе çирĕпленсен Турхан шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ. Майровский Турхан вулăсĕн халăха вĕрентес ĕç пайне пĕр тапхăр ертсе пынă. Николай тăрăшнипе 1920 çулта вулăсра комсомол ячейкине йĕркеленĕ, ял-йыша сĕрме купăс каласа савăнтарнă, шкулта хор йĕркеленĕ, чиркÿре юрлаттарнă, ачасем Крупскаяпа çыхăну тытнă. Надежда Константиновна вĕсене кĕнекесем ярса панă.
Майровский куçăн мар майпа Шупашкарти учительсене хатĕрлекен институтран вĕренсе тухнă. Биологи-зоологи учителĕ ертсе пынипе ачасем çуллен тухăçлă пахча çимĕç туса илнĕ. Вăл Турхан хĕрне София Кузнецовăна качча илнĕ.
Чăваш АССР Шалти ĕçсен Халăх Комиссариачĕн спецтройки репресси «çави» пушшех алхаснă 1937 çулта РСФСР Уголовлă кодексĕн 58-мĕш статйин 10 тата 11-мĕш пункчĕсемпе килĕшÿллĕн «революцие хирĕçле «Хресчен партийĕ» ушкăнра тăнăшăн, революцие хирĕçле ĕç тунăшăн» Майровские 10 çуллăха ĕçлеттерсе юсанмалли лагерьте хупса усрама йышăннă. Унăн хĕрачи София /халĕ вăл 93 çулта, Хĕрлĕ Чутай районĕнче пурăнать/ аса илнĕ тăрăх — ашшĕне шкулта пĕрле ĕçленĕ учительсемех сутнă. Николай хăйне этаппа ярсан вĕсенчен пĕрне тĕрмере тĕл пулнă. Элекçĕ чĕркуçленсе НКВД следовательне Майровский çинчен элеклесе панăшăн каçару ыйтнă.
— Аттене Шупашкара тытса кайнă чухне эпĕ тăваттăмĕш класра вĕренеттĕм, — аса илнĕ нумай çул иртсен София Николаевна. — Хамăр пÿртре — палламан çынсем, çав шутра 3-4 милиционер. Тем шыраççĕ. Кĕнеке-тетраде урайне пăрахса сапаланă. Пĕр милиционерĕ мана тĕксе ÿкерчĕ, пÿртрен кăлармарĕ. Анне София Семеновна аттене шырама Шупашкара кайрĕ. Ехрем хуçа çуртĕнчи /халĕ Чăваш наци музейĕ/ следстви изоляторĕнче тупнă. Тепрехинче вăл атте патне кайсан икĕ эрнерен çеç таврăнчĕ. «Çул çинче чирлесе ураран ÿкрĕм, хваттерте вырăнпах выртрăм», — терĕ. Хăйне НКВД изоляторĕнче хупса усранине нумай çул иртсен тин каларĕ.
Арăмне унта тытнине упăшкине такам систернĕ. Майровский мăшăрне ирĕке кăларма ыйтса апат çиме пăрахнă. Софийăна 12 талăкран килне янă. Ирĕке кăлариччен: «Пулни-иртни çинчен никама та ан кала, ялта палкаса çÿресен тĕрмене хупатпăр», — тенĕ.
Малтан Майровский хăйĕн тĕлĕшпе хăш статьяпа уголовлă ĕç пуçарнине тĕшмĕртеймен. Следователь ăна ирĕксĕрлесех алă пустарнă. Куç хĕррипе шурă хут çинчи «…за клевету на советскую печать» сăмахсене асăрхаса ĕлкĕрнĕ. Камерăна таврăнсан çак сăмахсен пĕлтерĕшне ăнкарма тăрăшнă. Учительсен хушшинче «Абиссини /Эфиопи/ çĕрĕнчи вăрçă çинчен хаçатра пĕрремĕш кун капла, тепринче апла çыраççĕ» тенине аса илнĕ. «Çак сăмахсене такам НКВДна çитернĕ иккен», — пĕтĕмлетнĕ Николай Дмитриевич. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ. Çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.