Комментировать

11 Июн, 2014

"Пархатарлă ĕçĕршĕн тавах..."

Медицина ĕçченĕн кунĕ умĕн, çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш хутлăхĕн сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче вăй хуракансем савăнăçлă уява пуçтарăнчĕç.

Мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова уçрĕ, ĕçтешĕсене - хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне тăван халăхăмăрăн сывлăхне упрамашкăн тата çирĕплетмешкĕн парнелекен ырă чунлă та ăш пиллĕ сиплевçĕсене - професси кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ.

"Пирĕн ĕçри тĕп кăтарту - çынсен кун-çулĕ вăрăмланни. Паянхи кун тĕлне асăннă чикĕ 70 çул урлă каçрĕ. Сывлăх сыхлавне çĕнетсе улăштарни, ăна аталантармашкăн пин-пин тенкĕ хывни, тÿлевсĕр майпа диспансеризаци ирттерсе чир-чĕре малтанхи тапхăртах тупса палăртма пултарни, ялсенче хальхи йышши çĕнĕ ФАПсем çĕкленни, медицина пулăшăвĕн пĕрремĕш сыпăкне пурнăç ыйтнă пек йĕркелени асăннă тытăма тивĕçлĕ шая çĕклерĕç паллах. Çитĕнÿсене туптакансем çапах та эсир, сирĕн ылтăн алăсем, пуян чунăрсем. Пĕрлехи вăйпа эпир умри тĕллевсене çăмăллăнах çĕнсе илеетпĕр, - терĕ министр. - Паян çак залра медицинăн вăтам тата аслă пĕлĕвĕн заведенийĕсенче вĕренекенсем - пулас тухтăрсем - пирĕнпе пĕрле уяв саманчĕпе хĕмленеççĕ. Ыран вĕсем пирĕн йыша хушăнса сывлăх сыхлавне аталантармашкăн тытăнĕç. Вĕсене хапăлласа кĕтетпĕр. Ун чухне тата хăватлăрах пулăпăр. Тавах сире пархатарлă ĕçĕршĕн".

Уяв мероприятине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа пĕрле хутшăнчĕ. "Тимлĕхĕршĕн, ырă кăмăлăршăн тав тăватăп. Сирĕн пархатарлă ĕçĕр халăхăн социаллăх тĕлĕшĕнчи тăнăçлăхĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Сирĕн витĕмĕрпе çынсен ĕмĕрĕ вăрăмланать, демографи лару-тăрăвĕ лайăхланать, çут тĕнчене çĕнĕ кайăк ытларах килет. Çакăнпа чăннипех мăнаçланмалла, - палăртрĕ Михаил Васильевич. - Çапах та уяв мероприятийĕнче çитĕнÿ пирки кăна мар, малашлăх тĕллевĕсем çинчен те калаçмалла, медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатмалла, ку енĕпе çынсен кăмăлне тивĕçтермелле. Сывлăх сыхлавне пин-пин тенкĕ хыватпăр, сыватмăшсене тĕнче шайĕнчи кăткăс та пысăк технологи оборудованийĕпе пуянлататпăр. Сирĕн пултарулăхăрсăр хăйсем тĕллĕн вĕсем нимпех те пулăшаймĕç. Чăваш Енри медиксен 22 пинлĕ йышĕ çĕнĕ йышши техникăна тĕрĕс-тĕкел ĕçлеттерсе халăх сывлăхне сыхламашкăн чĕре хушнипе, чун туртнипе кар тăнă.

Сывлăха упрассишĕн пирĕнтен кашнийĕн тăрăшмалла, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, спортпа туслашмалла".

Чăваш Ен Пуçлăхĕ пысăк уява пушă алăпа килменS республикăн сывлăх сыхлавне аталантармашкăн хывнă сумлă тÿпешĕн вăл республикăри клиника больницин уйрăмĕн ертÿçине Александр Кротова, Вячеслав Оленин хирурга Чăваш Республикин Хисеп грамотипе, сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумне Татьяна Богдановăна, республикăри клиника больницин кардиологне Надежда Верендеевăна, онкологи диспансерĕн тĕп тухтăрне Игорь Долгова, микрохирурги комплексĕн офтальмологне Валерий Никитина "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" ятпа чысларĕ.

Савăнăçлă мероприятире "Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн чи лайăх учрежденийĕ" тата "Професси енĕпе чи лайăххи"конкурссен çĕнтерÿçисене палăртрĕç. Медиксен пысăк ушкăнĕ Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствисен Хисеп хучĕсене тивĕçрĕ.

Уяв каçне пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-кĕввипе илем кÿчĕç.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.