Комментировать

11 Июн, 2014

Сывлăх кунĕнче - стадиона

Шăмат кун, çĕртме уйăхĕн 14-мĕ¬шĕнче, Чăваш Енре сывлăхпа спорт кунĕ иртĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев указĕпе килĕшÿллĕн палăртнă кун çынсен кашни уйăхра спорт керменĕсене тÿлевсĕр çÿреме ирĕк пур.

Бассейнра шыва кĕме кăмăл пур-и, тренажер залĕнче вăй-хала çирĕплетес тетĕн-и, конькипе ярăнма юрататăн-и - кашни хăй суйласа илет. Çав кунах çамрăксем тĕрлĕ ăмăртура вăй виçĕç, футбол уйĕсемпе волейбол лапамĕсенче турнирсем иртĕç. Чылай район-хулара пурăнакансем Чăваш Енри паллă спортсменсемпе пĕрле зарядкăна тăрĕç, вĕсемех ачасене ăсталăх сехечĕсенче çитĕнÿ вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарĕç. Лапамсемпе стадионсенче вĕтĕр-шакăрăн хаваслă стартсенче тупăшма май пулĕ.

Акцин тĕп тĕллевĕ - çынсене спортпа туслаштарасси тата сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси. ЧР Физкультурăпа спорт министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - çу уйăхĕнчи сывлăх кунĕнче республикăра 342 мероприяти иртнĕ, вĕсене сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан 150 пин ытла çын хутшăннă, çав кун Чăваш Енре спортăн 4500 обьекчĕ ĕçленĕ.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.